Малтанхи ячĕ – папагалл
ПОПУГАЙĂН ячĕ малтанласа чăнах та урăхла пулнă, ăна папагалл тенĕ. Çакă «Папа автанĕ» тенине пĕлтерет. Мĕншĕн;
Вăтам ĕмĕрте Ватиканра алла вĕрентнĕ, тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçма пултаракан нумай-нумай попугай пурăннă. Папа хушнипе ятарлă «попугайсене асăрхаса тăракан» должность та туса хунă.
Европăна попугайсем ăçтан çакланнă-ха; Вĕсене Александр Македонский çарĕсем Египетпа Инди хыççăнхи походран таврăннă чух илсе килнĕ иккен.
Сăнанă тăрăх, кайăксем хăйсене чăвашсем тесе кăкăр çапакансенчен тасарах чăн чăвашла калаçма пултараççĕ!
«Телей кайăкĕ;»
ПАЛЛĂ эстрада çăлтăрĕ Валерий Леонтьев ыранхи телей кайăкĕ пирки шăрантарнă хита, ахăртнех, хăшĕсем лайăх ас тăваççĕ пулĕ-ха: хитре юрă.
Юрăç хăй хуçкаланни-сиккелени мĕне тăрать!
Çапли çапла пулĕ те-ха, Çĕнĕ Гвинейăра чăнласах та кăвак çăтмах кайăкĕ (райская птица) пурăнать. Унăн тĕкĕн тĕсĕ – çутă кăвак, пăхсан куçа йăмăхтарать. Çавăнпах ĕнтĕ ăна çынсем телей кайăкĕ теççĕ. Тен, тĕрĕсех;
Кам маларах,кам каярах
ÇУТ çанталăк йĕрки çапла: кашниех çĕр çинче хăйĕн йăхне тăсасшăн: пулăсем вăлча сапаççĕ, кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ, чĕр чунсем çăвăрлаççĕ. Пурнăç малаллах шăвать.
Çакна пĕлетпĕр-и-ха: чĕр чунсемпе килти выльăхсен пĕтĕлĕх тапхăрĕ мĕн чухле тăсăлать; Чи кĕске вăхăт – шăшисемпе йĕке хÿресен: 20-25 талăк, кроликсен – 28-32. Ку тĕлĕшпе вара чăн-чăн рекордсмен – ашак: унăн «декретлă отпускĕ» 360-412 талăка çитиех тăсăлать. Кĕсре тихапа савăнтариччен те сахалтан та 340 талăк таранах кĕтме тивет.
Пурăнас килсен...
ÇУРÇĔР Америкăра чи пĕчĕк шыв тимĕр шапи пурăнать. Унăн тăршшĕ пурĕ те вунă сантиметр кăна. Пĕчĕкскере кÿрентерес текенсем тупăнсах тăраççĕ. Вăл вара тăшманĕ-сенчен хăйне майлă хÿтĕленет. Унăн хăватлă та шанчăклă оборона «хатĕрĕ» – вăл кăларакан усал шăршă. Тапăнакансем ăна тÿсме пултараймаççĕ – шăршлă тимĕр шапаран ирĕксĕрех пăрăнса утаççĕ.
Çапла çав, пурăнасах килсен тем те тăвăн...
Вĕрме пĕлмен йытă
ЯЛСЕНЧИ çапкаланчăк хуçасăр йытăсем вĕрсе сехрене хăпартни вăрттăнлăх мар-ха. Çав вăхăтрах çĕр çинче хам! хам! тума пĕлмен йытă та пур. Ан тĕлĕнĕр: чăнах, чăнах!
Çак чĕр чунăн харăсах пилĕк ят: Занде йытти, Конгори вăрман йытти, бонго-терьер, Конго-терьер тата Ньям-Ньям-терьер. Йыттăн чăн ăрачĕн ячĕ вара – басенджи.
Унăн йывăрăшĕ те вунă килограмм ытларах çеç. Вăл пачах та вĕрмест. Çав вăхăтрах вăл питĕ ăслă, алла хăвăрт хăнăхать, ача-пăчана юратать, лăпкă характерлă.
Чемпион-кушак
ЛОНДОНРИ Уайтсити стадионĕнче пурăннă ятсăр кушак йĕкехÿресем тытас енĕпе паянхи кунчченех чемпион шутланать. Ултă çул хушинче çак мăр-мăр пурĕ вун икĕ пин çурă йĕкехÿре тытнă теççĕ, талăкра вăтамран – пиллĕк-улттă.
Швецире пурăннă Таусед ятлă кушак аçи вара шăшисем тытас тĕлĕшпе палăрнă. Унăн та «рационĕ» чухăн мар – талăкра виçшер шăши. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вара вăл çирĕм пилĕк пин ытла шăшие тĕп тунă.