Чăваш Енри пенсионерсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (ПППП) регистрациленме тата пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме вĕрентĕç. Компьютер пĕлÿлĕхĕн черетлĕ урокĕ вĕсем валли ЧР Наци библиотекинче августăн 1-мĕшĕнче иртĕ.
Федерацин «Асанне-кукамай-онлайн – Асатте-кукаçи-онлайн» социаллă программин курсĕсене çÿрекенсене ППППра ĕçлемешкĕн ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин тата Наци библиотекин ĕçченĕсем хăнăхтарĕç. Аса илтеретпĕр: аслă ÿсĕмри çынсем тата инвалидсем валли компьютер консультаци центрĕ Шупашкарта Наци библиотекин никĕсĕ çинче 2013 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче уçăлнă. Ку проекта йĕркелекенĕ – регионсен хушшинчи «Ветерансен, инвалидсен тата пенсионерсен ассоциацийĕ» общество организацийĕ. «Intel» корпораципе «Ростелеком» АУО – унăн официаллă партнерĕсем.
Вĕренÿ программине ятарласа ватă çынсем валли хатĕрленĕ: вăл 14 занятирен тăрать (1,5 сехетшер, эрнере 2-3 хут). Уроксем ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ классенче 10-шар çынлă ушкăнсемпе иртеççĕ. Пенсионерсене тĕрлĕ программăпа (Word, Excel, Power Point) пуçламăш шайра ĕçлеме, Интернетпа усă курма, электрон çыру яма, социаллă сетьсенче «хутшăнма», патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илме хăнăхтараççĕ. Курссене çÿрекенсем пурте Чăваш Республикин ЖКХ порталĕнчи ĕç методикине, врач патне «Электрон регистратура» урлă мĕнле çырăнмаллине тишкереççĕ.
2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта компьютер пĕлÿлĕхĕн курсĕ-сене 122 çын çÿренĕ. Наци библиотекин ĕçченĕсен кăтартăвĕсем тăрăх пĕлĕвне ку енĕпе ÿстерекенсен вăтам ÿсĕмĕ – 62 çул, çав хушăрах 70-тен, 80-ран иртнĕ вĕренекенсем те пулнă.
Федерацин «Асанне-кукамай-онлайн – Асатте-кукаçи-онлайн» социаллă программи, тĕрлĕ регионта ватă çынсем валли компьютер консультаци центрĕсем уçассипе çыхăннăскер, 2008 çултанпа ĕçлет. Шупашкар Раççейри çак проект ĕçлеме пуçланă 45-мĕш хула пулса тăнă. Социаллă программăпа килĕшÿллĕн çĕр-шывра пĕтĕмпе тÿлевсĕр 127 компьютер центрĕ йĕркеленĕ, вĕсенче 21 пин ытла çын пĕлĕвне ÿстернĕ.
И.БЕЛОВА.