Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

31 июля 2013 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

ĔНЕР район администрацийĕн пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ çирĕм виççĕмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ, ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Менир Хамдеев ертсе пынă.

 

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, район прокурорĕ Сергей Егоров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структурăллă уйрăмĕсен, федераллă тата республикăри службăсен Шăмăршăри пайĕсен, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономики кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле аталанни çинчен район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Т.Татарских каласа панă.

Район бюджечĕ кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче мĕнле пурнăçланни тата Чăваш Республикин Шăмăршă районĕн 2013-2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрти бюджетне кĕртнĕ улшăнусем çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи О.Миронова паллаштарнă. Ку ыйтупа депутатсем хушшинче тавлашу çуралман, пурте пĕр саслăн пулнă.

Çавăн пекех полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Агеев кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тухса калаçнă.

Ларăва вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев районти социаллă пурнăçăн ыйтăвĕсене татса пама депутатсемпе вырăнти влаçăн халăхпа калаçса, пĕрле тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă.

Т.ФЕДОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика