Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк ăнăçлă вĕçленĕ

19 декабря 2012 г.

ДЕКАБРĔН 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçнă. Пресс-конференци тĕллевĕ – вĕçленсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетесси. 2 сехет çурă пынă тĕл пулура Михаил Васильевич журналистсен виçĕ теçетке ытла ыйтăвне хуравланă.

Калаçăва пуçланă май Михаил Игнатьев çулталăкри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинче пайăррăн чарăнса тăнă. Паллах, чи малтан – Раççей Президенчĕн суйлавĕ. ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе – эмоцисем пулчĕç пулин те суйлав общество енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнă май йĕркеллĕ иртнĕ. Чăваш Ен макроэкономика енĕпе ытти регион шайĕнче сумлă курăнать. Промышленноç производствин индексĕ лайăх. Чăваш Енре вăтам ĕç укçи 16,6 пин тенкĕ урлă каçнă. Кăçал Чăваш Енĕн кашни районĕнче физкультурăпа спорт комплексĕсем тăвасси вĕçленет. Кăçал кашни виççĕмĕш шкула юсанă. Ачасемшĕн, вĕрентекенсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн – çĕнĕ шайри условисем. Юлашки çулсенче пуçласа çĕнĕ йышши 6 ача сачĕ хута янă.

Журналистсем Чăваш Енри политика лару-тăрăвне хакласа пĕтĕмлетме ыйтнине хуравланă май Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсем çинче чарăнса тăнă. Шăпах çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас ыйтусене Владимир Путин хăйĕн çак кунсенче паллаштарнă çулленхи Çырăвĕнче те асăннă. Хăш енĕпе ĕçлемелли паллă.

Республикăн аталану корпорацийĕн ĕç-хĕлĕ курăнсах кайманни пирки ыйту çĕклесен Михаил Игнатьев пысăк инвестици проекчĕсем пуррине палăртнă. Чи пысăкки – 7 млрд ытла тенкĕлĕх.Бюджет укçипе никĕсленмен проектсем те пур. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Вĕрентĕве илес тĕк – тивĕçлĕ программăсем пур. Шалу хушса тÿлеççĕ. "Веçех тăваймастпăр, анчах туса панипе усă курмалла", – сĕннĕ Михаил Игнатьев. Медицинăра кадрсен çитменлĕхĕ 17: танлашать. Анчах кунта та ырă туртăм пур. "Земство тухтăрĕ" программăпа малтан çамрăк 100 специалиста ялсене яма палăртнă. Асăннă программа çитес çул та вăйра юлĕ, ялсенчи врачсен дефицичĕ пĕтмелле. МИХсен представителĕсене çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май тухса тăракан ыйтусем пăшăрхантарни палăрнă. Шăрăх çанталăка пула тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕкреххине кура вăл хакланнă. Апла пулин те республикăра апат-çимĕç хакĕсем Раççейĕпе те чи пĕчĕккисен шайĕнче.

Паллах, ял хуçалăхĕн хăш-пĕр отрасльне уйрăмах йывăр килĕ. Сăмахран, сысна ашĕ туса илес енĕпе. Ял хуçалăхне тĕревлемешкĕн 1,5 трлн тенкĕ уйăрни пулăшма тивĕç. Пулăшу формисем çĕнелеççĕ. Çав шутра укçа-тенкĕ акакан çĕр лаптăкĕсен виçине кура парасшăн. Коррупци теми тавра та калаçу самай анлăланнă. Михаил Васильевич ку енĕпе нимĕнле вăрттăнлăх та çуккине çирĕплентĕ. Республикăра ĕç-пуç çивĕч тени вырăнсăр.

Чăваш чĕлхин теми те сиксе юлман. Республикăра пурăнакансен 67,7: чăвашсем те – ку ыйту, Михаил Васильевич шухăшĕпе, курмăш тумаллискер мар. Анчах вырăс чĕлхи тата чăваш чĕлхи – шайлашу мĕнлерех пулмалла; Республикăра вĕсем иккĕшĕ те патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата çĕр-шывăн аграри ведомствин ертÿçи хушшинчи хутшăнусем патне журналистсем темиçе хут та таврăннă. "Федераци министрĕсем пурте право уйĕнче ĕçлеççĕ, – тенĕ Михаил Васильевич. – Ял хуçалăх министерствипе ăнлану пур. Ытти регионпа танлаштарсан эпир сахалрах укçа илмен, пирĕн ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен интересĕсене хĕстермен".

Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев республика çулталăка пĕтĕмĕшле илсен ăнăçлă вĕçленине çирĕплетнĕ. Çакна "çÿлте" те палăртаççĕ. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнă кун Михаил Васильевич Мускавра çĕр-шывăн финанс, транспорт, спорт министрĕсемпе, ыттисемпе курнăçнă, пурте Чăваш Ен кăçал пурнăçланă ĕç-хĕле ырланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика