Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх

19 декабря 2012 г.

Асанкассинчи Хватинсем ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Кил хуçи, Владимир Анатольевич, куллен Шăмăршăна ĕçе çÿрет. Унăн мăшăрĕ, Елизавета Германовна, Пăчăрлă-Пашьелĕнчи çемье врачĕн офисĕнче чылай çул ĕнтĕ медсестра пулса вăй хурать. Вĕсем ĕçре тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Хватинсен килти хуçалăхĕ те çирĕп. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – 2 ĕне, 4 пăру, 4 сысна, йышлă кăвакалпа чăх-чĕп. Туслă çемье çуллен çитĕннĕ вăкăрсем тата сысна ашĕ сутса хăйĕн бюджетне хушма укçа тенкĕпе пуянлатать. Предпринимателе куллен сĕт сутни те – сисĕмлĕ пулăшу.

Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, çиме те нумай кирлĕ. Хватинсем çуллен кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта ашшĕпе амăшне ывăлĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владик та, пулăшать. Хăйсен пахчинче – çуллен нумай тислĕк тăкнă май, унта тухăç лайăх çитĕнет – çĕрулми, чĕкĕнтĕр ытлă-çитлĕ туса илеççĕ.

Ÿркенмесен, тар кăларса ĕçлесен килти хуçалăхра сисĕмлĕ тупăш илме пулать. Çакна Хватинсен ырă тĕслĕхĕ лайăх çирĕплетет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика