19 декабря 2012 г.
1. КИЛ-ÇУРТРА тĕтĕм шăршине туйсан, вут-çулăм тĕлкĕшме пуçланине курсан, кун пирки аслисене пĕлтерĕр. Вĕсем ĕçре пулсан, "01" телефонпа шăнкăравлăр. Инкек пирки кĕсье телефонĕпе те, "112" номерпе, çăлав службине пĕлтерме пулать.
2. Енчен те эсир кил-çуртра е хваттерте пĕчченех пулсан, сирĕнпе юнашар кĕçĕнрех ачасем тăрсан, вĕсене лăплантарса урама илсе тухăр.
3. Хăш пÿлĕмре çулăм ялкăшать – унăн алăкне хупса хурăр.
4. Пÿлĕмсенче тĕтĕм сарăлнă пулсан, урама урай тăрăх упаленсе тухăр: аялта, урай çийĕнче, кислород пур.
5. Енчен те вут-çулăм урама тухмалли çула пÿлсен, чÿречене уçăр та (уçăлмасан çапса çĕмĕрмелле) пулăшу ыйтса кăшкăрăр. Çурт-хваттерĕн пĕрремĕш хутĕнчен чÿречерен тухса çăлăнма та пулать.
6. Май пулсан, ваннăя ăшă шыв тултарăр та, çăвара трубка хыпса шыв ăшне кĕрсе выртăр.
7. Тĕтĕм йăсăрланакан пÿлĕмре шывпа йĕпетнĕ пусма материал витĕр сывламалла.
8. Сирĕн тум-тире вут хыпса илсен чупса ан çÿрĕр (вăл тата хытăрах ялкăшма пуçлать). Кун пек чухне тум-тире хăвăрт хывса ваннăя е таз-валашкана пăрахмалла, шыв сапмалла. Тум-тире хăвăрт хывма май килмесен, хăвăр çийĕн утиял уртса ярăр та урай (çĕр) тăрăх йăваланса вут-çулăма сÿнтерĕр. Çакнашкал майпах тепĕр çын çинчи çулăма та сÿнтерме пулать.
9. Вут ялкăшнă вăхăтра стена çумĕнче тăма тăрăшăр. Мачча çунса ишĕлсе аннă вăхăтра кун пек чухне хăрушлăх пĕчĕкрех.
10. Тĕтĕм-çулăм явăнакан пÿлĕмре кăшкăрса сасă парсах тăрăр. Ку вăл пÿлĕмре çын пуррине систерĕ, пушарниксене сире, ыттисене вăхăтра пулăшма, çăлма май парĕ.