19 декабря 2012 г.
ПИРУС туртни сывлăха ерипен-ерипен сиен кÿрсе пырать. Сигаретпа çыхăннă чирсене пула Раççейре çуллен 300 пинрен пуçласа 400 пин çын таран çын вилет. Табак туртассине хирĕç кĕрешмелли мерăсене пурнăçласан малашне çак пысăк йышăн çуррине – çуллен 150-200 пин çынна – вилĕмрен хăтарма пулать.
Сигарет туртни шыçă чирĕсен хăрушлăхне 20 хут, чĕрепе юн тымарĕсен чирне 25-35 процент ÿстерет. Вăраха кайнă ÿпке чирĕсене пула пурнăçран уйрăлнисен 90 проценчĕ – пирус туртнă çынсем.
Табак тĕтĕмĕнче 7 пин ытла хими хутăшĕсен тĕсне тупса палăртнă, вĕсенчен 250-шĕ – сывлăхшăн сиенлисем, 70-шĕ – шыçă чирĕсен пуçаруçисем. Раççейре ĕç вырăнĕнчи çынсен 35 проценчĕ, ресторанта апатланакансен 78 проценчĕ табак тĕтĕмĕн иккĕмĕшле (вторичное воздействие) сиенлĕхне илет.
Сывлăша тасатакан вентиляци технологийĕсем эффективлă мар, вĕсем табак тĕтĕмне пĕтĕм пÿлĕмсем тăрăх сапалама пултараççĕ. Тасатакан системăсем пирус тĕтĕмĕн питĕ сиенлĕ хутăшĕсене çăтса илеймеççĕ, вĕсем сывлăхшăн хăрушă веществосен шултăра пайĕсене тата шăршине кăна тасатма пултараççĕ.
Çÿлерех асăннă фактсем пирус туртакан граждансене пĕр тăхтаса тăмасăр çак сиенлĕ йăлапа сывпуллашмаллине çирĕплетеççĕ. Сигарет туртма пăрахатăн – сывлăха упратăн. Çитменнине, сигарет-пирус хакĕсем ÿссех пынине шута илсен, укçа-тенкĕ те самаях перекетленет.
Халĕччен пирус туртман çамрăксен вара, уйрăмах çул çитменнисен, сывлăхшăн хăрушă çул-йĕр çине нихăçан та тăмалла мар. Сиенлĕ йăларан пурнăç тăршшĕпех пăрăнса пурăнмалла. Туртакан юлташ вылямалла тенĕ пек сигарет сăвăрма сĕнсен, çакна тÿрех сивлемелле. Пĕр сигарет туртатăн, тепрехинче – иккĕмĕшне, кайран – виççĕмĕшне... Çамрăк хăй сисмесĕрех пирус тыткăнне кĕрет. Паллах, малтанласа питĕ лайăх пек, чун-чĕрере хавхалану çĕкленнĕн туйăнать. Анчах та ку – суя туйăм. Çак туйăм темиçе минутранах пусарăнчăк кăмăлпа ылмашăнать. Çын вара каллех кĕсйинчен пирус кăларать... Çапла майпа вăл хăйĕн сывлăхне кунран-кун, çулран-çул хавшатса пырать.
Пируса пăрахăçлани пур енĕпе те лайăх.