19 декабря 2012 г.
(Вĕçĕ. Пуçл. 148-150 номерсенче.)
ВĂРМАН варринче пурăнакансем, паллах, куллен кирлĕ тата промышленноç таварĕсемсĕр те пурăнма пултарайман: хуçалăхра пурте кирлĕ вĕт. Вĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Л.Н. Брюсель, Г.Ф. Желудкин, В.А. Ишлинский, А.Н. Пудов, Н.К. Ефимова (Якупова), П.А. Атаманов нумай тăрăшнă.
Аслă Отечествăлла вăрçă ку тăрăхра пурăнакансенчен те пăрăнса иртмен: 40 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен нумайăшĕ çапăçу хирĕсенче яланлăхах выртса юлнă. Çĕнтерÿпе таврăннисем: А.С. Абейдуллов, В.А. Алексеев, В.Д. Алякин, А.А. Белов, А.З. Залалов, В.Х. Камалов, С.М. Кочетков, В.И. Маркелов, А.И. Маркелов, Ф.Т. Мадуров, Н.А. Надюков, П.И. Петров, П.С. Падюкин, А.С. Падюкин, И.Н. Савгабин, К.Х.Тухветов, Л.Х. Тухветов, В.Ф. Чурбанов, Н.В. Чурбанов, С.В. Шарафутдинов, Н.Г. Шумилов, Т.И. Шкофдов.
Баскак, Муллиная, Кучек поселокĕсенче пурăнакан хĕрарăмсенчен Кафия Сабировна Феткуллова, Азия Салаховна Залалова, Зиган Шихамуратовна Мукаделова, Зоя Сергеевна Ишлинская тата Халиме Кадыровна Халилова "Ача Амăшĕ героиня" ята илме тивĕçнĕ.
1947 çулта вăрман промышленноç хуçалăхĕнче Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн 61 çынна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Баскак поселокĕнче çуралнă, каярах çĕр-шыв тата республика шайĕнче палăрнă çынсен шутĕнче – Василий Иванович тата Федор Иванович Мадуровсем.
2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Баскакра 39 çын (20 арçын, 19 хĕрарăм), Кучек 11 çын (7 арçын, 4 хĕрарăм), Муллинаяра 21 çын (13 арçын, 8 хĕрарăм) пурăннă. Паян çак поселоксенче 99 çын пурăнать, пушă çуртсем - 4.
2008 çулта Баскак Ирçе Тĕккипе асфальтлă çулпа çыхăннă, унăн тăршшĕ – 13,6 километр. Кунта юлашки вăхăтра çĕнĕ çуртсем те нумай çĕкленнĕ.