19 декабря 2012 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 135-140, 142-143, 145-147, 151-152 номерсенче.)
И.Мулунов Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен пайне ĕçлеме куçсан мана ун вырăнне тĕп участокри инспектор пулма çирĕплетрĕç. Çапла вара, Валерий Иванович манăн начальник пулса тăчĕ. Эпир унпа малалла та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пытăмăр.
Валерий Иванович службăра çирĕп принциплă начальникчĕ, хăйĕнчен те, пăхăнса тăракан участковăйсенчен те çирĕп ыйтатчĕ. Нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлеместчĕ вăл, кирлĕ пулсан службăра талăкĕ-талăкĕпех пулатчĕ, ĕç результачĕсемшĕн тăрăшатчĕ. Преступленисен çулне пÿлес тĕллевпе профилактика ĕçне туса пырасси, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, ял çыннисен çырăвĕсемпе жалобисене кĕске вăхăтра пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси, шанса панă участокра преступлени пулсан, çийĕнчех "вĕри йĕр" тăрăх каясси, кирлĕ пулсан оперативлă шырав ушкăнне чĕнсе илесси тата ытти те – участковăй инспекторсен тĕп тивĕçĕ пулнă. Çак служба пайра лайăхпа кăна палăрса тăтăр тесе Валерий Иванович пĕтĕм чунне парса ĕçлетчĕ.
1979 çула кĕтсе илес умĕн, декабрĕн 31-мĕшĕнче, 22 сехетре, Пăчăрлă Пашьел лесничествинчен пĕр тÿнтерле хыпар çитрĕ. Палламан çын кĕскетнĕ кĕпçеллĕ сунар пăшалĕпе хуралçăна хăратса лесничество лашине илсе тухнă-мĕн, ун çине утланса Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕ еннелле вирхĕннĕ...
Урамра 40 градус сивĕ тăнине, Çĕнĕ çул çывхарнине пăхмасăр, оперативлă шырав ушкăнĕ тÿрех çула тухнă. Çак йышра В. Кудряшов та пулнă. Следователе вырăнти лару-тăрăва тĕпчеме хушса хăварса В.Кудряшов вара В.Евлешкин водитель-милиционерпа пĕрле автомашинăпа престулпени йĕрĕ тăрăх кайнă. "Ломка" картунĕ патĕнчен иртсен вĕсем юланутçăна хăваласа çитнĕ, анчах та леш лашине вăрман еннелле пăрнă та чăтлăх-вĕтлĕх витĕр малалла вĕçтернĕ. В.Кудряшов автомашинăран тухса вăрă-хурах хыççăн ыткăннă, пистолетне кăларса: "Стой, стрелять буду!" – тенĕ. Кун хыççăн сывлăшалла кĕрĕслеттернĕ.
Лешĕ хирĕç пенĕ. Тарса хăтăлас тесе преступник тата икĕ хут кĕрĕслеттернĕ. Пăшал сассинчен хăраса пулĕ, лаша унталла-кунталла пăркаланнă, – юланутçă çĕр çине сирпĕнсе аннă. Лаша çул çине тухнă та лесничество еннелле тапса сикнĕ. Милици аслă лейтенанчĕ В.Кудряшов шартлама сивĕре, çĕрле, пилĕк таран юр аша-аша преступника хыçран хăваланă. Лешĕ чăтлăха та кĕрсе пăхнă, чăрăшсем хыçне те пытанса тăнă, анчах милици офицерĕ яланах ун çывăхне пырса тухнă. Юлашкинчен преступника хăваласа çитсе, ун аллине сăнчăр тăхăнтартнă Валерий Иванович.
Преступлени тăваканĕ Суйкăн çынни пулнă иккен. Е.çумĕнче нимле хĕç-пăшал та пулман – милиционертан тарнă вăхăтра вăл ăна юр ăшне чиксе хăварнă. Çырма-çатра, шурлăхлă вырăнсем, чăтлăхсем витĕр 8-10 километр хăваланă вăхăтра вăл ăна йĕртен чылай аяккарах вăркăнтарма пултарнă.
Тепĕр кун, Çĕнĕ çул пулнине пăхмасăр, В.Кудряшов оперативлă шырав ушкăнĕпе пĕрле çак пăшала шырама тухнă. Анчах мĕнле тăрăшсан та кĕскетнĕ пăшала тупайман. Çапла майпа Суйкăн çыннин пăшал пулнине çирĕплетме май килмерĕ. "Эпĕ лашана витерен вăрлас тĕллевпе мар, Çĕнĕ çул тĕлне киле вăхăтра çитес тесе илсе тухрăм", – çирĕплетнĕ следователе Суйкăн çынни. Январĕн 3-мĕшĕнче вара прокурор хушăвĕпе çак арçынна ирĕке кăларса яма тивнĕ. Çитменнине, лашана хăваласа кайнăшăн саккунпа айăплама май паракан статья та пулман. Çавна май Е. пирки уголовнăй ĕç пуçарма май килмерĕ.
1979 çулхи çу кунĕсенче Шăмăршă ялĕнчи тата ун таврашĕнчи лавккасене çаратнă тĕслĕхсем темиçе те пулчĕç. Чи малтанах Шăмăршăри Ленин урамĕнчи продуктсем сутакан магазина çаратса кайрĕç (хаклă йышши эрехсене, сигаретсемпе консервсене, кассăри укçана). Виçĕ талăк хушши шырав мероприятийĕсем ирттерни уссине памарĕ. Хăйсене тытаймаççĕ-ха те шутласа, вăрăсем ытти лавккасене те "ухтарма" пуçларĕç.