Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр хуплĕ-ха та...

19 декабря 2012 г.

ТИРПЕЙ-ИЛЕМ пирки нумай калаçатпăр. Йĕрке пулни хамăршăнах лайăх вĕт. Ăçта йĕрке çук – унта йĕрĕх хуçаланать. Апла ан пултăр тесе темиçе çул каялла район центрĕнче, ялсенче çÿп-çап пăрахма ятарласа контейнерсем вырнаçтарчĕç.

Малтанласа çынсем çакна лайăхпа йышăнчĕç. Халĕ çакăн пирки ун пек калайман. Е ăнланулăх чакса пырать-ши пирте; Контейнерсем патне ытлашши темиçе утăм тума ÿркенетпĕр-ши; Ăçта килчĕ унта кирлĕ-кирлĕ мар япала пăрахса хăваратпăр. Ахăртнех, çÿп-çап урнисене те "курми" пултăмăр пулас.

Урамсемпе утса иртнĕ чух мĕскер кăна курмастпăр: сигарет пачкисем, пушă хутаçсем, пластик савăтсем... Хăшĕсем вара эрех-сăра кĕленчисене юриех ватса хăвараççĕ. Шăмăршăра çÿп-çапа пухакан ятарлă çынсем пур-ха. Анчах пĕр-икĕ çын çеç тирпей тăвайĕ-ши вара; Вĕсем, паллах, пур çĕре те ĕлкĕреймеççĕ.

Хĕле кĕтĕмĕр ĕнтĕ. Малашне, юр çума тытăнсан, çÿп-çап курăнми пулĕ-ха. Çуркунне вара çак таса- марлăха хамăрăнах тасатма, пуçтарма тивет вĕт. Апла пулсан, халех тирпейлĕ пулма тăрăшасчĕ, çакăн пирки ача-пăчана та аса илтерсех тăрасчĕ.

Çÿп-çап контейнерĕсем пирки те пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет. Вĕсенчен чылайăшне вăхăтра тасатмаççĕ, пушатмаççĕ. Вĕсене хуçасăр йытăсем тустараççĕ, çиллĕ çанталăкра çÿп-çап йĕри-таврана вĕçет. Çакă уйрăмах кану, уяв кунĕсенче лайăх курăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика