Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш йышĕнче – М.ИГНАТЬЕВ

07 августа 2013 г.

РаÇÇей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕ-нчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн сĕнĕвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн йышне – 2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен – кĕртнĕ.

Çак Канаша 2003 çулта Патшалăх Канашĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн – Раççей регионĕсене тĕнче шайĕнчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталантарма, çавăн пекех вĕсене тулаш экономикăн вăл е ку пуçарăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿ хатĕ-рлемешкĕн майсем туса пама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Канаш йышĕнче Раççей 7 регионĕн ертÿçи – федерацин кашни округĕнчен пĕрер, çавăн пекех Президент управленийĕ-сен тата федерацин хăш-пĕр ведомствин представителĕсем.

Раççей субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн черетлĕ XXII ларăвĕ çулталăк вĕçĕнче иртĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика