Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çурчĕсене тĕрĕслеççĕ

07 августа 2013 г.

ÇĔНĔ вĕренÿ çулĕ çывхарать. Хальхи вăхăтра районти шкулсемпе ача сачĕсене вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн, полицин, МЧС, Роспотребнадзор ĕçченĕ-сенчен йĕркеленĕ ятарлă комиссин 23 вĕренÿ учрежденине тĕрĕслесе йышăнмалла.

Вĕсенчен 12 шкул, 10 ача сачĕ тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ. Комисси вĕренÿ заведенийĕсен пушар хăрушсăрлăхне, классемпе кабинетсен юсавлăхне пăхать.

«Вĕренÿ учрежденийĕсем ачасемшĕн хăтлă та тирпейлĕ пулмалла. Шкул директорĕсен çак ĕç валли вăхăт çителĕклĕ пулчĕ», – тет район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Игнатьева.

Пăхса тухнă шкулсем юсав ĕçĕсене тĕплĕн тунине палăртмалла: чÿречесемпе урайсене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, сахал мар ĕçсем тунă. Калас пулать, çак ĕçсене шкул ĕçченĕ-сем хăйсен вăйĕпех туса ирттернĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсене йышăнасси малалла тăсăлать. Паянхи куна 12 шкултан çиччĕшне, 8 ача садĕнчен улттăшне йышăннă.

С.ЮНУСОВА, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн ертÿçин çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика