ВĂХĂТ выльăх-чĕрлĕх фермисене те хĕле хатĕ-рлеме васкатать: унсăрăн юлнă ĕç çине юр çунă пек те пулса тухма пултарать.
«Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчех, акă, çунана çуллах хатĕрлеме тытăннă. Кунта сысна витине юсаса пĕтернĕ. Юсавçăсен бригади ку ĕçе ĕне ферминче те паян-ыран вĕçлемелле. Кунти юсав ĕçĕсене фермăсен заведующийĕ Вячеслав Воробьев йĕркелесе ертсе пырать.
«Мир» акционерлă обществăра та выльăх-чĕрлĕхшĕн хĕл хăрушă пулмасси куç кĕретех. Ĕне витинчех, сăмахран, урайне улăштарнă, шал енчен шуратса дезинфекци тунă.
Дезинфекци тенĕрен, ку ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çакă выльăх-чĕрлĕх сывлăхне упрама пулăшать. Халăхра каларăшле, чирлĕ выльăхран пайти сахалтарах. Çамрăк выльăхсене – пăрусемпе сысна çурисене усракан витесенче те çакна шута илесчĕ.
«Исток» сахал яваплă обществăра та алă усса лармаççĕ. Ярăславри ĕне витинех, акă, шалтан та, тулашĕнчен те шуратса тухнă, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕ-сене илес пулсан, фермăсенчи юсав ĕçĕсем Т.Иванован, Г.Макаровăн хуçалăхĕсенче вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра А.Хлюкин фермер хуçалăхĕнче фермăна реконструкцилеççĕ, ку ĕçе кĕркуннеччен вĕçлеме палăртнă. Строительство материалĕсем çитеççĕ, вĕсене малтанах янтăласа хунă. Юсавçисем те – опытлă, хастар çынсем, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ.
Тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче выльăх апачĕ çителĕклинчен ытларах янтăласа хăварнă. Çанталăк парсан, курăксене иккĕмĕш хут çулса илсен, ун хисепĕ татах ÿсмелле. Хуçалăхсенче хушма апат – сенажпа силос та хатĕрлесшĕн-ха. Тырăсене пухса кĕртсен, улăм та çителĕклĕ пулĕ.
Выльăхсене пур çĕрте те кĕтĕве кăлараççĕ. «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче вара çуллахи лагерь йĕркеленĕ.
В.НИКОЛАЕВ.