Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усран пулсан качака…

07 августа 2013 г.

 

 

 

 

 

КИЛТЕ выльăх усрама никама та чармаççĕ – çакăншăн çынсене мухтамалла кăна: сĕт-çу та пур, аш-какайĕ те. Ача-пăча та пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсет. Анчах йĕркене пăхăнни те кирлĕ: выльăхсене урамра ирĕкре çÿретме юрамасть. Уйрăмах – качакасене.

Сахал мар сăтăр кÿреççĕ çак «сухалсем»: йывăçсене кăшласа сиенлетеççĕ, чечексен клумбисене пĕтереççĕ. Кам яваплă-ха çакăншăн; Паллах, хуçисем. Ĕнер район администрацийĕнче административлă комисси ларăвĕнче те качака ыйтăвĕ пулчĕ темелле.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи Н.Савельева ячĕпе кăçалхи июнĕн 29-мĕшĕнче протокол çырнă. Мĕншĕн; Шăпах качакасене ирĕкре çÿретнĕшĕн. Пĕр путекĕ кÿршĕсен пахчине кĕрсе сăтăр тунă иккен. Саккун – саккунах: выльăх хуçин çакăншăн 500 тенкĕ штраф тÿлеме тивет.

Шăмăршăра пурăнакан А.Младшева та качакана кăкарса усрамалли, ирĕкре çÿретме юраманнине маннă пулас. Выльăхĕ пысăках мар та – штрафĕ те 500 тенкĕ çеç.

Район центрĕнчи Г.Вашуркин та саккун çинчен маннă курăнать: «сухалсем» ирĕкре çÿренĕшĕн ун пирки ирĕксĕрех протокол çырма тивнĕ. Нимĕн те тăваймăн: енчĕке çÿхетме тиветех – малашне качакасем ирĕкре çÿремĕç.

Административлă комисси çавăн пекех качакасене ирĕкре çÿретнĕшĕн тата икĕ çынна штрафлама йышăнчĕ.

Ял илемĕ – урам тетпĕр. Тирпейлĕ-и-ха вĕсем; Пур çĕрте те мар иккен. Комисси лару умĕн Палтиел ялне çитсе килнĕ. Д.Шакурова хуçалăхĕ умĕнче ирĕксĕрех чарăнма тивнĕ. Сăлтавĕ те пур: урамра – строительство материалĕ-сем. Йĕрке тăрăх вара вĕсене упрама ял тăрăхĕн администрацийĕ вăхăтлăха ирĕк пани пулмалла.

– Çитес кунсенчех тирпейлетĕп е аренда килĕшĕвĕ тăвăп, – шантарчĕ Д.Шакурова комиссие. Тем пекехчĕ...

Çак ялти С.Яковлев пирки те июлĕн 29-мĕшĕнче протокол çырнă пулнă. Вăл та строительство материалĕсене кил таврашĕнче упрама вырăн тупайман – урамрах купаланă. Йĕркене пăсни вĕт ку. Енчен те пушар тухас пулсан е васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илсен; Чăрмавсем пуласси куç кĕретех.

Юраман çĕрте суту-илÿ туни те – административлă правăна пăсни. Çук вĕт, йĕркене пăхăнасшăнах мар эпир. Акă, Кивĕ Чукалти Н.Кириллов ку тĕлĕшпе «çылăха» кĕнĕ: Патăрьелĕнче саккуна пăсса вутă сутнă. Хальхинче ăна комисси асăрхаттарса хăварчĕ. Çакăншăнах вара çак ялти В.Малеевăн та 500 тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ.

Канаш паççулккинче В.Мясников та суту-илÿ йĕркине пăснă. Юрать-ха, хальлĕхе вăл асăрхаттарса хăварнипе çырлахрĕ.

Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан А.Семенов вара урăх енĕпе «палăрнă». Шăмăршăра унăн мăшăрĕ пулнă хĕрарăм пурăнать иккен. Ахăртнех, Андрей уншăн «тунсăхласа» çитнĕ-ши – ун хваттерĕн алăкне кĕмсĕртеттерме тытăннă. Çакă – çынсен лăпкăлăхне, канăвне пăсни. Ирĕксĕрех явап тытма тивет. Юрать-ха штраф виçи пысăк пулмарĕ. Комисси вăл малашне кун пек хăтланмасса шута илчĕ пулас.

В.ДАВЫДОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика