Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлсене тирпейлесчĕ

07 августа 2013 г.

ÇĔНĔ ЧУКАЛ ялĕ таврашĕнче çăл куçсем нумай. Ял витĕр юхакан çырма та вĕсенчен чĕр кĕмĕл пек шывран вăй илет.

Пусăсене çăлсемпе танлаштараймăн: çăл куç шывĕ чылай тасарах, сиплĕрех. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем çăл шывĕпе ытларах усă кураççĕ.

Ĕлĕкрех, колхоз пулнă чух, çăлсене эрозие хирĕç кĕрешекен ятарлă звено пăхса тăратчĕ: тасататчĕ, çĕрĕшме пуçланă пурисене улăштаратчĕ, вĕсем патне пымалли çулсене тирпейлетчĕ. Колхозсем пĕтнĕ хыççăн çакă никама та кирлĕ мар пулса тăчĕ.

Уйрăмах Шур чулти çăл куçсене шел. Мĕншĕн тесен вĕсен таврашĕнче кĕтÿ çÿрет, выльăхсем çăлранах шыв ĕçеççĕ, çавăнтах каяшпа вараласа хăвараççĕ. Тасамарлăх вара шыва сăрхăнать. Çăлсене пурасем ярсан апла пулмĕччĕ те – тăрăшакан çук. Тăкакĕ те нумаях мар. Пуçаруçă çеç кирлĕ.

Н.УЛЮКОВ.

Çĕнĕ Чукал.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика