Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулăр!

07 августа 2013 г.

Çуллахи вăхăтра çивĕч ыйтусенчен пĕри пыршă инфекцийĕ. Ун çинчен Чăваш Республикин Гигиена тата эпидемиологи центрĕн врачĕ Екатерина Сергеевна Сидякова ăнлантарса парать.

– Çуллахи вăхăтра пыршă (кишечные) инфекцийĕсемпе чирлесе ÿкес хăрушлăх пысăк. Çакăн пек чир-чĕртен мĕнле сыхланмалла;

– Профилактика тĕлĕшĕпе эпидемиологи центрĕ çак сĕнÿсене шута илме хушать:

1. Енчен те апат-çимĕç пĕрре пăхса килĕшмерĕ пулсан ан çийĕр;

2. Сĕт продукчĕсене лавккаран кăна илме тăрăшăр;

3. Апат-çимĕç туяннă чухне срокне тимлĕ пăхăр;

4. Хăвăрт пăсăлакан çимĕçсене ан упрăр;

5. Хĕвел çинче выртнă майонеза ан туянăр;

6. Пиçнĕ апатпа чĕррисене уйрăм упрăр;

7. Темиçе кун каялла тунă салатсене ан çийĕр;

8. Апат пĕçерес е çиес умĕн алăсене супăньпе çăвăр;

9. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл çимĕçсене яланах шывпа çăвăр;

10. Кухньăри савăт-сапана супăньлĕ шывпа çăвăр;

11. Вĕретмен шыв ан ĕçĕр;

12. Енчен те сире вар витти аптăратать, ăш ыратать, температура ÿснĕ е хăстарать пулсан тÿрех больницăна тухтăр патне кайăр, пĕлнĕ-пĕлмен эмелсемпе сипленме ан тăрăшăр.

– Дизентери пирки те каласа парăр-ха тархасшăн.

– Юнлă вар витти (дизентери) организмра дизентери бактерийĕ-сем е шигелсем лексен пуçланса каять. Дизентерипе çынсем кăна асапланаççĕ, выльăх-чĕрлĕх чирлемест. Час-часах ку чире «Хура алăсен» чирĕ теççĕ. Урăхла каласан çак инфекци апат урлă куçать.

Столовăйсенче бактерисем хăймапа хутăштарнă салатсенче, чĕрĕ улма-çырларан пĕçернĕ компотра пулма пултараççĕ. Унсăр пуçне поварсен аллисем таса мар пулнинчен те нумай килет.

– Çулталăкăн хăш вăхăтĕнче дизентерипе ытларах чирлеççĕ;

– Дизентери чирĕпе хуть те хăш вăхăтра та чирлеме пулать, ытларах вара çулла тата кĕр пуçламăшĕнче дизентери бактерийĕсем вăйлă аталанаççĕ. Çавăнпа та шăрăх вăхăтра гигиена çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.

– Юлашки вăхăтра урамра арбуз сутса тăнине курма пулать. Ăна çурмалла касса хунине те туянма май пур. Ку хăрушă мар-и;

– Арбузăн шалти сĕткенлĕ пайĕ микроорганизмсемшĕн чи лайăх вырăн. Саккунпа килĕшÿллĕн санитари правилисенче бахча культурисене касса е пайласа сутма юраманни çинчен палăртнă.

– Сальмонеллез чирĕ çинчен те каласа парăр-ха, унран мĕнле упранмалла;

– Сальмонеллез – куçакан пыршă чирĕ. Ку чир çынна ăш ыратнипе, вар виттипе, кăмăл пăтраннипе асаплантарать.

Сальмонеллез чирне тапратса яракан инфекцисем питĕ çирĕп те тĕреклĕ. Вĕсем тăпрара 4-5 уйăх, шывра 1 уйăх пурăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне сĕтре 20 кун, услам çура 4 уйăх таран, тăварланă какайра 2-3 уйăх. Апат-çимĕçре çак инфекцисем пурăнма кăна мар хăвăрт аталанма та ăста.

Ку чир ытларах чухне выльăх-чĕ- рлĕхрен, чăх-чĕпрен пуçланса кайма пултарать. Çăмарта, чăх ашĕ, вĕтетнĕ аш, торт çинĕ чухне асăрхануллă пулмалла.

2013 çулхи 6 уйăх хушшинче Чăваш Республикинче сальмоннелезпа 136 çын чирленĕ (2012 çулта 213 çын). Вĕсенчен ытларахăшĕ чăх çăмарти çинипе аптăранă. Çавăнпа та чĕрĕлле е пиçсе çитменнине çиме юрамасть, сальмонеллез чирĕпе чирлес хăрушлăх пур. Енчен те çак чирĕн паллисене хăвăр та сисрĕр пулсан тÿрех тухтăр патне васкăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика