07 августа 2013 г.
Инсультран хÿтĕленме çак меслетсем пулăшаççĕ.
• Аш арманĕпе 1-ер килограмм апельсинпа лимона хуппипех тата вăррисĕр авăртмалла, 6-8 апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла, кĕленче савăта куçармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Хутăша холодильникре упрамалла.
• Аш арманĕпе 1 килограмм чĕрĕ шур çырлине (клюква) тата 200 грамм сĕтеклĕ ыхрана авăртмалла, 250 грамм пыл хушса пăтратмалла, сулхăн вырăнта 3 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Сиплев курсĕ – 1 эрне. Унтан пĕр эрне тăхтанă хыççăн курса малалла тăсмалла, хутăш пĕтичченех сипленмелле.