Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ кунне хăçан паллă тăвăпăр

03 августа 2013 г.

ВĔренекенсен чи вăрăм канăвĕ вĕçлениччен уйăх кăна юлчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăш кунĕ – сентябрĕн 1-мĕшĕ – кăçал вырсарни куна килет. Çавна май Пĕлÿ кунне хăçан паллă тумаллине çирĕплетмелле.

Чăваш Ен Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви педагогсене, вĕренекенсемпе студентсене, ашшĕ-амăшне ку ыйтăва сÿтсе явма хутшăнмашкăн чĕнет. Кăмăл тăвакансен икĕ сĕнÿрен пĕрне суйласа сасăламалла. Пĕрремĕшĕ – Пĕлÿ кунне сентябрĕн 1-мĕшĕнче паллă тумалла (кану кунне сентябрĕн 7-мĕшне куçармалла). Иккĕмĕшĕ – вĕренекенсен тĕп праçникне сентябрĕн 2-мĕшĕнче уявламалла.

Хăвăрăн шухăшăра асăннă министерствăн сайтĕнче, «Чăваш Ен вĕренĕвĕ» порталта, «Чăваш Республикин çамрăксен порталĕнче», Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕн тĕп страницинче палăртса çырма пултаратăр.

Чăнах та, Пĕлÿ кунĕ вырсарни куна лекни сайра хутра çеç пулать. Çак кун шкула каймалла е çук; Мĕн калаççĕ-ха çакăн пирки çынсем; Темиçе çынран ятарласа блиц-интервью илтĕмĕр.

 

Ф.Кузнецова, Шăмăршă ялĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

Сентябрĕн 1-мĕшĕ – кашни çул пурте кĕтекен уяв. Ан тив, канмалли кун пултăр: уяв – уявах, ăна мĕншĕн тепĕр куна куçармалла;

 

Максим,Кивĕ Чукал, шкул ачи:

Çынсем çак кун пурте канаççĕ те, пирĕн шкула каймалла-и вара; Ман шутпа, пĕр кун сиктернипе нимĕн те улшăнас çук – кайран пĕр кун ытларах вĕренĕпĕр çеç.

 

Нина Васильевна, кăçал пĕрремĕш хут шкула каякан ача амăшĕ:

Çак куна тахçанах кĕтетпĕр те, ăна мĕншĕн тепĕр куна куçармалла; Сентябрĕн 1-мĕшĕнчех вĕренÿ çулĕ пуçлантăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика