Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министрпа тĕл пулнă

03 августа 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Мускавра Раççей экономика аталанăвĕн министрĕпе Алексей Улюкаевпа курнăçнă.

Тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çав шутра – Чăваш Енри инноваци электротехника кластерĕн аталанăвĕн малашлăхĕ. Шупашкар Раççейри реле тăвас ĕç центрĕ пулнине палăртнă. Çав вăхăтрах кунта сăнавпа сертификаци центрне уçмалла, вăл хамăр çĕр-шывра тата чикĕ леш енче туса кăларакан электротехника оборудованине анлăн сăнама кирлĕ.

Михаил Игнатьев министра ялсенчи тĕслĕх библиотекăсен никĕсĕ çинче патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿрессине йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. 2015 çул тĕлне республикăра пурăнакансен 90 проц. валли çав библиотекăсен никĕсĕ çинче «пĕр чÿ- рече» мелпе пулăшу илмелли майсем йĕркелемелле. Пирвайхи 120 «чÿречене» палăртнă та ĕнтĕ, граждансен ыйтăвĕсене йышăнассине йĕркелеме республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика