Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалу парăмĕ пысăк мар

03 августа 2013 г.

Августăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен службин ертÿçин çумĕпе Иван Шкловецпа курнăçнă.

Тĕл пулура Раççей Президенчĕн «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем çинчен» кăларнă 597-мĕш указне пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев республикăра ĕçсĕрлĕхе чакарас, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес, шалу виçине ÿстерес ыйтусемпе ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине пурнăçлама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен пĕтĕмпе 544 млн тенкĕ уйăрнă. Ĕç паракансене тата 20 пин çын кирлĕ, çав вăхăтрах ĕçлев фондĕнче ваканси шыракан 5 пин çын регистрациленнĕ.

Иван Шкловец Чăваш Ене планпа килĕшÿллĕн килни çинчен каланă. Вăл кунта министерствăсен, федерацин вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе курнăçнă. Вăл республика Правительстви бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен шалăвне пысăклатассипе çыхăннă ĕçне ырласа хакланă.

Çавăн пекех ĕç укçин парăмĕсене татас ыйтусене те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика