Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Темĕн те пур

03 августа 2013 г.

Чăваш халăх поэчĕ Николай Шелепи хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿ пасарĕ çинчен ятарласа пысăк поэма çырнă, пасарта темĕн те пĕр пуррине асăннă. Шăмăршă пасарĕ мĕнрен кая вара; Вăл та чухăн мар – укçу çеç пултăр. Пасара кĕнĕ çĕрте – улма-çырла сутакансем. Пĕри чие сутать. Пилĕк литрлă витре – 250 тенкĕ. Никамăн та мĕн пуррине сая ярас килмест вĕт: сутайсан – кăштах та пулин тупăш.

Хăмла çырли те пур. 3 литрлă савăт – 200 тенкĕ. Пĕр хĕрарăм витре хура хурлăханшăн 400 тенкĕ ыйтатчĕ. Сутлăхра черешня та пур. Тутанса курас тесен – пĕр килограмĕшĕн 150 тенкĕ.

Пахча çимĕçе илес пулсан, помидорăн пĕр килограмĕ, сорчĕсене кура, 25-40 тенкĕ таран. Килте хăяр ÿс- термен-и; Вăл пасарта пур: килограмĕ пурĕ те 15 тенкĕ çеç. Тутлă пăрăç – 30-40 тенкĕ. Баклажан кирлĕ-и – тархасшăн, 30 тенкĕ.

Пирĕн тăрăхра арбуз-дыня ÿсмеççĕ те, вĕсене пасартах туянма май пур. Арбузĕ – 12 тенкĕ, дыня – 30.

Хальхинче сухан курăнмарĕ. Ыхра вара пур. Камшăн хаклă-тăр е йÿнĕ – килограмĕ 150 тенкĕ.

Сĕт продукчĕсен хакĕсем хальлĕхе ÿсмен-ха. Сĕтĕн 1,5 литрлă савăчĕ çавăн пекех, 30 тенкĕ. Тăпăрчă – 100, услам çу – 200-шер тенкĕ. Çав вăхăтрах çăмарта хакĕ пысăкланчĕ, халĕ унăн пĕр теçеткишĕн 50 тенкĕ ыйтаççĕ.

Аш-какай сутакансем, яланхи пекех, хальхинче те йышлă. Туянакансене çакă савăнтарать: кăштах та пулин, сысна ашĕн хакĕ чакнă: тачкăлăхне кура пĕр килограмне халĕ 130 тенкĕрен пуçласа туянма пулать, сало – 100 тенкĕ. Ĕне ашĕ çукчĕ пулин те, унăн килограмĕ 180 тенкĕрен кая мар терĕç. Ливер – 30 тенкĕ, чăх тукмакĕ – 100, рагу – 70.

Сахăр песукĕн хакĕ халь- лĕхе улшăнман-ха: пĕр миххи – 1500 тенкĕ. Халĕ варени-компот хатĕрлемелли тапхăр та, хăшĕсем ăна икшер михĕ таранах туянаççĕ.

Чи пысăк сортлă тулă çăнăхĕн пĕр миххи – 950 тенкĕ, пĕрремĕш сортли унран 50 тенкĕ йÿнĕрех. Отрубин 25 килограмĕ – 200 тенкĕ. Комбикорм кирлĕ пулсан, 35 килограмшăн 500 тенкĕ кăларса хур. 3 литрлă банка пыл – 1500 тенкĕ.

Сутлăхра кăвакалсем те пур: пĕри – 250 тенкĕ. Кĕркунне хур тукмакĕ çиес тесен 350 тенкĕ ан шелле. Хальхинче, нихăçан пулманнине, кăрккасем те хăйсене 650 тенкĕлле суйласа илессе кĕтетчĕç. Пĕр чăх – 150 тенкĕ.

Банкăсем кирлĕ пулсан та пасара çеç çул тытмалла. Хакĕсем: çур литрли – 10, литрли – 15, литр çурăлли – 20, икĕ литрли – 23, виçĕ литрли – 25 тенкĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика