Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрать-ха, страхланă

03 августа 2013 г.

Кăçал, шăрăх çанталăка пула, республикăри кăнтăр районĕ-сенчи хуçалăхсем сахал мар çухату тÿсрĕç. Пирĕн районтах ятарлă комисси тыр-пулăн пысăк пайне пĕтнĕ тесе йышăннă, çакна ятарлă актсемпе çирĕплетнĕ.

Сыхлакана Турă та сыхлать, теççĕ. Çакна шута илсех пулĕ тĕрлĕ харпăрлăхри 13 хуçалăх ял хуçалăх культурисене «Поддержка» Патшалăхăн страховани компанийĕ» ОАОра страхланă, договорсем тунă. Пĕтĕмĕшле илсен, 11 150 гектар çурхи пĕрч- ĕллĕ, 2230 гектар кĕрхи пĕрчĕллĕ тата ытти ял хуçалăх культурисене, нумай çул ÿсекен курăксене страхланă. Çакă – районти акăнакан çĕрсен 70 проценчĕ. Страховани суммисем – тĕрлĕ-рен.

«Исток» сахал яваплă обществăрах, сăмахран, çурхисене 2140, кĕрхисене 270 гектаршар страхланă пулнă. «Мир» хупă акционерлă обществăра та 1935 гектар çурхи культурăсем, 800 гектар кĕр тыррисем «Поддержкăра» хÿтлĕх тупнă. «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ те çак ĕçрен пăрăнса юлман: çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1390 гектар, кĕр тыррисене 290 гектар страхланă пулнă.

«Поддержка» страхлакан компанин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Морозов каланă тăрăх, халĕ компани хуçалăхсене шăрăха пула тÿснĕ тăкаксене саплаштарас тĕлĕшпе документсем хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлет.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика