Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пахалăхĕ тивĕçтерет

03 августа 2013 г.

РЕСПУБЛИКĂРИ кăнтăр районĕ-сенче электромоторсене юсакан предприятисем çукпа пĕрех. Çак ĕçе вара Шăмăршăра тахçанах йĕркелесе янă, унтанпа вуншар çул иртнĕ.

Хамăршăн питĕ вырăнлă: инçе кайса çÿ- ремелли çук. Кунсăр пуçне кунта Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи тĕрлĕ-рен предприятисемпе хуçалăхсем те такăр çул хывнă. Кÿршĕллĕ Тутар Республикинчен килекенсем те йышлă. Вĕсене ĕç пахалăхĕ, юсанă электромоторсем кайран та вăрах вăхăт шанчăклă ĕçлени илĕртет. Пĕр сăмахпа, кивви çĕннине упрать тени чăнлăха куçать.

Камсем ĕçлеççĕ-ха ку цехра; Юриех кăсăклантăмăр. «Шемуршинсксельхозэнерго» акционерсен хупă обществинче юрăхсăра тухнă электромоторсене Юрий Исаев обмотчик, Валерий Юманов слесарь çĕнĕ пурнăç параççĕ, вĕсен ĕмĕрне тăсаççĕ Валерий Старшов водитель пирки те кунта ырласа çеç калаçрĕç. Руль умĕнче çеç мар маттур вăл, ăста монтажник та.

Ялсенче пусă чавас шухăшлă çынсем те сахал мар. Кăшăлсем сутакансем пирĕн хаçатра та пĕлтерÿ параççĕ. Вĕсене мĕншĕн аякра шырамалла вара; Пусă кăшăлĕсене «Шемуршинсксельхозэнергора» хатĕрлеççĕ. Диаметрĕ – 1 метр. Кирлех пулсан, килех леçсе параççĕ. Туянакансем каланă тăрăх, хакĕсем те питех «çыртмаççĕ»

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика