Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хыççăн çурт хăпарать, район аталанать

10 августа 2013 г.

Çурт хыççăн çурт хăпарать, район аталанать

Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать. Пирĕн республика чылай çулсем пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе ытти регионсемпе танлаштарсан малтисен ретĕнче пырать. 2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă. Çавăн пекех тĕрлĕ социаллă программăсемпе çурт-йĕр хăпартасси те ăнăçлă пурнăçланса пырать.

Районта та халăх лайăх та çителĕ- клĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе сахал мар ĕç пурнăçланать. Çулсене, шкулсемпе ача сачĕ-сене, нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси çулран çул вăйланса пыни сисĕнет. Çавăн пекех авариллĕ çуртсенче пурăнакан çемьесем валли çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ: унта пăхатăн çĕнĕ çурт туса лартнă, кунта пăхатăн купалама пуçланă...

Нумаях пулмасть, акă, Шăмăршăри Ленин урамĕпе хăтлă та илемлĕ çурт купалама пуçланă. Çак çурта юхăнса кайнă авариллĕ çуртсенче пурăнакан çемьесем валли тăваççĕ. Унта пурĕ 19 хваттер пулĕ. Çĕнĕ çурта Юбилей урамĕнчи 3-мĕш çуртри тата Ленин урамĕнчи юхăннă çуртсенчи çемьесем куçĕç.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин авариллĕ çуртсенчен çынсене çĕнĕ çĕре куçарасси» ятарлă программипе тата муниципаллă программăпа килĕшÿллĕн çак çурта хăпартма пурĕ 162 млн яхăн укçа куçарнă: çав шутра 104 млн федераци, 576 млн республика, 179 млн вырăнти самуправлени бюджечĕсенчен.

Çынсем çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илессишĕн «Строитель Плюс» сахал яваплă общество ĕçченĕсем ырми-канми вăй хураççĕ. Строительсен бригади – ăна Константин Иванов ертсе пырать – лайăх та тĕплĕн ĕçлет хăйĕн ĕçне. Кунта, ĕçлекенсен тĕп уявĕ çывхарса килнине кура, вĕсен ячĕсене асăнса хăварни те ытлашши пулмĕ. Владимир Иванов, Владимир Александров, Анатолий Архипов, Александр Александров, Николай Давыдов, Аркадий Кошкин, Юрий Столяров, Владимир Емельянов каменщиксем, Владимир Козлов, Владимир Петров, Николай Быков, Анатолий Михайлов, Константин Иванов вĕсене ĕçре пулăшса пыракансем çурта вăхăтра туса пĕтерессишĕн ир пуçласа каçчен пур вăйран тăрăшаççĕ.

Çанталăкĕ юлашки вăхăтра çумăрлă пулчĕ пулин те ĕç чарăнса тăман. Мĕнле ĕçе чарăн-ха, çавăн чухлĕ çемье çĕнĕ хваттер кĕтсе тăнă вăхăтра.

Строительсене автокран сисĕ- млĕ пулăшу парать. Радий Локтин крановщик хăйĕн ĕçне тăрăшсах пурнăçлать.

Ыран – Строительсен кунĕ. Çак уявпа вĕсене саламласа малашнехи пурнăçра тата çăмăл мар ĕçре çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика