Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк уяртнă май

10 августа 2013 г.

ЮЛАШКИНЧЕН тинех, пĕлĕтсене сирсе, хĕвел хăй пуррине, хĕрĕвĕ чакманнине кăтартрĕ. Çанталăк уяртнă май комбайнсем каллех уй-хирсене çул тытрĕç.

Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11416 гектар çинчен пухса кĕртмеллеччĕ. Шел пулин те, шăрăх вĕтеленине кура, пайтах лаптăксене ирĕксĕ-рех выльăх апачĕ хатĕрлеме уйăрнă – мĕн юлни те пулин сая ан кайтăр.

Ĕнерхи кун тĕлне тĕш тырăсене 3125 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Вăл шутран тулă – 1800, ыраш – 403, урпа – 120 гектаршар. Хальлĕхе пурĕ 5500 тоннăна яхăн тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 20 центнер патнелле.

Ĕçе кĕртмен лаптăксем çинче, паллах, кĕрхи культурăсене акса хăвараймăн. Паянхи куна 1400 гектар ака агрегачĕсене йышăнма хатĕр, 38 гектар çинче çĕртме сухи тунă.

Вырма ĕçĕсем «Мир», «Искра», «Колос» хуçалăхсенче ыттисенчен ăнăçлăрах пынине палăртмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика