ШĂМĂРШĂРА «ТПК «Молоко» ООО пурри çинчен пĕлетпĕр-ха. Мĕскер тăвать вăл, мĕнле ĕçсем пурнăçлать; Çак тĕллевпе юриех унта çитсе килтĕмĕр.
Сахал яваплă общество сĕте сивĕ-тсе хатĕрлет. Продукци вара хамăр районти тĕрлĕ харпăрлăхлă тата ялсенчи хушма хуçалăхĕсенчен килсе тăрать. Кунта кашни кун сакăр тоннăран кая мар сĕте республикăри тĕрлĕ хуласене ăсатма хатĕрлеççĕ.
Нимĕнле ĕç те çын хутшăнмасăр пулмасть: техникăна шан та, аллусене те ан шелле. Кашни килтех паха продукт пултăр тесе предприятире Андрей Мульдияров, Петр Измайлов, Петр Карпов, Анатолий Фадеев слесарь-наладчиксем тăрăшаççĕ.
Продукци пахалăх шайне тивĕçтерет-и; Кун пирки иккĕленÿ çук: çакна Надежда Васильева, Ильдизер Ильясова тата Людмила Фазиева лаборанткăсем çирĕп тĕрĕслесе, контроллесе тăраççĕ.
Сахал яваплă обществăна сĕт ăçтан килет-ха; Кунта уйрăм предпринимательсем такăр çул хывнă. Ку тĕлĕшпе Палтиелĕнчи Рамиля Хамидуллова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ольга Кудряшова, Тури Чаткасри Марс Ахметов пуçаруллă пулнине палăртмалла.
Хуçалăхсем те «ТПК «Молокопа» çыхăну тытаççĕ. Сăмахран, «Шанс» сахал яваплă обществăри, «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи фермăсенче суса илекен сĕт те хăйĕн малалли çулне кунтах тупать.
Обществăра сĕте вырăна тухса турттарса килессине те йĕркеленĕ, ку ĕçе Михаил Гладков, Александр Архипов, Юрий Захаров, Александр Низинков водительсене шанса панă.
В.МИХАЙЛОВ.