Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пурнăç – хамăр алăсенче

10 августа 2013 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра унта та кунта террорлă актсем пулни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ: ăçта-тăр магазина сирпĕтнĕ, тепĕр çĕрте пасарта взрыв кĕрленĕ. Пурте – халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче. Кун пек чухне вилекенсем те, аманакансем те йышлă. Пĕр шутласан, ним айăпсăр çынсем...

Çаксене шута илсен, кашни çыннăнах тимлĕ пулмалла. Калăпăр, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче – магазинсенче, вокзалра, пасарта иккĕлентерекен хуçасăр пакет-коробкăна асăрхасан, çакăн çинчен çийĕнчех полици уйрăмне пĕлтермелле. Ас тăвăр: çакнашкал тĕркемсене хăвăр тĕллĕн тĕкĕнме ан та шутлăр – кирек хăш самантра та кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать. Полици ĕçченĕсем килсе çитиччен çынсене хăрушлăх пулма пултаракан вырăнтан аяккарах пăрăнма ыйтăр: сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ.

Шкулсенче, ача сачĕсенче те яланах тимлĕ пулмалла – террористсем ниме те пăхса тăмаççĕ, никама та шеллемеççĕ. Çакнашкал вырăнсенче ятарлă çынсенчен дежурство йĕркелени те инкекрен сыхланма пулăшать. Видеокамерăсем вырнаçтарнин усси те пысăк: вĕсем тăрăх теракт тума пултарнă иккĕлентерекен çынсене çийĕнчех тупса палăртма май пур.

Халăх йышлă пулакан вырăнсенче хăйсене урăхларах тытакан пысăк сумка-хутаçлă, коробкăллă иккĕлентерекен çынсенчен те асăрхануллă пулмалла – вĕсен хушшинче террористсем пулма пултараççĕ. Кун пек чухне полици ĕçченĕсене чĕнсе илни вырăнлă: вĕсен çакнашкал çынсене тĕрĕслеме ирĕк пур. Пулма пултаракан хăрушлăх та сирĕлĕ.

Пурне те çапла чĕнсе калас килет: яланах асăрхануллă та тимлĕ пулăр. Пирĕн пурнăç – хамăр алăсенче.

А.ЕЛИСЕЕВ, район администрацийĕн социаллă программăсен секторĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика