ĂСТА платник, столяр çемйинче çуралса ÿс- нĕрен тĕр Н.Шумилов строитель профессине суйласа илнĕ: кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер, вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи строительство факультетĕнче ăсталăха алла илме тытăннă. Унта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн шăпа Николай Филипповича Шăмăрша илсе çитернĕ.
– 1982 çулта «Шемуршинская» МСОра ĕçлеме пуçларăм, – аса илет халĕ районти паллă строитель. – Çак хушăра предприяти ячĕ темиçе хут та улшăнчĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ – «Строитель» сахал яваплă общество мастерĕ.
Вăтăр çул ытла строительство ĕçĕнче Н.Шумилов. Малтанласа вăл автохуçалăх ертÿçи пулнă, кайран – каменщик-бригадир. Халĕ, маларах асăнтăмăр – мастер.
– Район центрĕнче, ялсенче мĕн чухлĕ пурăнмалли çурт, ытти социаллă объектсем тунă çĕре хутшăнман-ши – шутласа, аса илсе те пĕтереймĕн. Юсав ĕçĕсене те сахал мар пурнăçланă, – сăмахне малалла тăсрĕ мастер.
Нихăçан та ÿркенсе, иккĕ хушасса кĕтсе тăман строитель: ĕçчен алăра мастерок вылянă кăна. Тепĕр чухне ăна рабочисем растворпа кирпĕч парса ĕлкĕреймен, çавăнпа ăна пулăшакансем ылмашăнсах тăнă.
Ĕçленĕçемĕн опыт та пухăнать, хăнăху ÿсет. Хăй мĕн пĕлнине нихăçан та вăрттăнлăхра тытмасть Н.Шумилов. Миçе çамрăка ĕçе хăнăхтарман-ши, ăсталăха алла илме пулăшман-ши вăл; Çакăншăн ăна халĕ вуншар та вуншар çын тав тăвать, хисеплет. Ăна пурте тенĕ пекех ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ. Николай Филиппович коллективра та хисеплĕ çын.
Кăçал 55 çул тултарнă Н.Шумилов хальхи вăхăтра район центрĕнче 18 хваттерлĕ пурăнмалли çурта туса пĕтерес тĕлĕшпе тимлет. Çине тăрсан, тăрăшсан тăлăх ачасем валли тăвакан виçĕ хваттерлĕ çурт та çитес вăхăтрах хута кайĕ.
Юратнă ĕçĕнчен уйрăлма шутламасть-ха строитель. Умра – тата мĕн чухлĕ ĕç: кирпĕч çине кирпĕч хур, çĕнĕ çуртсем, объектсем çĕкле. Пĕр сăмахпа, савăнтарать хăйĕн ĕçĕпе Николай Филиппович.
В.МИХАЙЛОВ.