Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен – чи лайăх регионсен хушшинче

14 августа 2013 г.

РаÇÇей Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2012 çулта Раççей Федерацийĕнчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе çыхăннă территорисен программисем мĕнлерех пурнăçланни тăрăх доклад хатĕрлесе çитернĕ.

 

Çак доклада хатĕрленĕ чухне экспертсем тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси мĕнле пурнăçланнипе тата унăн пахалăхĕпе кăсăкланнă. Пĕрлех халăх сывлăхĕн тĕп кăтартăвĕсене, медицина пулăшăвне граждансем еплерех хакланине те тишкернĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министерствин информацийĕпе килĕшÿ-ллĕн, Чăваш Ен халăха патшалăх гарантийĕллĕ тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕ-нчи чи лайăх 12 регион шутне кĕнĕ. Пирĕн республикăна çавăн пекех граждансене васкавлă медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе те чи лайăх регионсенчен пĕри тесе палăртнă.

Граждансен Конституцире палăртнă тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илессипе çыхăннă прависене пурнăçа кĕртсе Чăваш Енре 2012 çулта 8 миллиард та 249 миллион тенкĕ укçа уйăрнă пулнă. Ку вăл, 2011 çултипе танлаштарсан, 8 процент ытларах. Урăхларах каласан, Чăваш Енри кашни çын пуçне медицина пулăшăв- ĕнче 6 пин те 615 тенкĕ тăкакланă.

Чăваш Енре обязательнăй медицина страхованийĕн территори программине пурнăçлама 2013 çулта 10764,4 млн. тенкĕ укçа уйăраççĕ. Ку вăл 2012 çултипе танлаштарсан, 30,5 процент чухлĕ ытларах. Кашни çын пуçне медицинăра 8 пин те 581 тенкĕ тăкаклама палăртни – халăхшăн сисĕмлĕ пулăшу.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика