Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалтан – тÿлевсĕр

14 августа 2013 г.

ÇĔНĔ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçипе Н.Игнатьевапа курса калаçрăмăр.

– Наталья Германовна, кăçалтан мĕн пур шкул ачи тÿлевсĕр учебниксемпе вĕренмелле теççĕ.

– Тĕрĕсех. Пĕлтĕр çак майпа пуçламăш классенче вĕренекенсем çеç усă курма пултарнă. Кăçал вара Чăваш Республикинче ку тĕлĕшпе улшăнусем тунă.

– Хăш енĕпе;

– Малашне 1-4, 9-11 классенче вĕренекенсене учебниксем туянма тăккаланма тивмĕ – мĕн пур тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштарма палăртнă.

– 5-8 классене каякансем аякра тăрса юлаççĕ-и вара;

– Пачах та çук. Ку ÿсĕмри вĕренекенсен тăкакĕсене Раççей Федерацийĕн вĕренĕвне пĕтĕмĕшле модернизацилемелли система шучĕ- пе саплаштарĕç, çак тĕллевпе пĕтĕмпе 625500 тенкĕ укçа уйăрнă.

– Ашшĕ-амăшĕсемшĕн çакă, паллах, пысăк пулăшу.

– Çаплине çапла та, анчах ытти вĕренÿ хатĕрĕсене – тетрадьсене, дневниксене, ручка-кăранташа туянма енчĕке çÿхетме тиветех.

– Наталья Германовна, кăçал районта миçе ача партăсем хушшине лармалла;

– Малтанласа палăртнă тăрăх – 1574.

– Пĕрремĕш класа каякан миçе ачашăн малтанхи шăнкăрав янăрĕ;

– Пĕлÿ тĕнчине пуçламăш утăм тăвакансем кăçал 145-ĕн.

В.МИХАЙЛОВ

ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика