ÇЫН ĕмĕрĕ ахаль те вăрăм мар – апла пулин те, пĕлсе тăрсах, ăна хамăрах тата кĕскететпĕр. Пĕрремĕш сăлтавĕ – пирус-сигарет туртни. Çакăн сиенĕ пирки нумай калаçатпăр пулин те усси сахалтарах: лару-тăру лайăх енне улшăнмасть – пур çĕрте те тенĕ пекех табак тĕтĕмĕ йăсăрланать. Хăш-пĕр çĕрте, халăхра каларăшле, хăть пуртă çакса хур – тытăнса тăрать.
Халĕ çынсем тĕрлĕрен чирсемпе аптăрасси ÿссех пырать. Табак туртнинчен те нумай килет çакă. Сиенлĕ йăлана хăнăхма питĕ çăмăл, унран уйрăлма вара кашниех вăй çитереймест. Никотинăн «канма» вăхăт çук: организма сиенлет те сиенлет. Çакна пĕлсе тăрсах çăвара пирус-сигарет хыпатпăр вĕт. Ушкăнпа чухне ыттисенчен юлас килмест ахăр. Камăн «вăйсăр»пулас килтĕр;
Ачасемпе çамрăксем сиенлĕ йăлана аслисене кура хăнăхаççĕ. Вĕсен шучĕпе ыттисене юрать пулсан, вĕсене мĕншĕн ан юратăр; Çук çав, çамрăк ăру ку тĕлĕшпе шухăшлама, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума ăнкарсах çитереймест.
Табак тĕтĕмĕнче – Менделеев таблицинчи вуншар сиенлĕ хутăш. Тĕтĕм вара туртман çынсене те самаях сиен кÿрет, вĕсем те çакна пулах тĕрлĕ чирсемпе аптăрама пултараççĕ. Пĕр сăмахпа, айăпсăрри айăплă пулнă пек пулса тухать.
Туртакансене пирус-сигарет хакĕсем ÿссе пыни те питех пăшăрхантармасть. «Лавккарине пулмасан, ампар хыçĕнчине мăкăрлантарăпăр, – теççĕ вĕсем. – Асатте-кукаçейсем килти махоркăна туртнă вĕт. Эпир те ÿстерме тытăнатпăр».
Хăшĕсем фильтрлă сигаретсем сиенсĕ-ртерех теме пăхаççĕ. Питĕ хытă йăнăшаççĕ вĕсем: фильтр сиенлĕ хутăшсен пĕчĕк пайне çеç тытса юлма пултарать. Çăмăл текен сигаретсем те кайран ытла йывăра çаврăнма пултараççĕ.
Пĕр сĕнÿ çеç манăн: пирус-сигарет таврашне çăвара хыпас марччĕ. Вара пирĕн ĕмĕр те вăрăмрах пулĕ, сахалрах чирлĕпĕр.
Н.ПОЛЯКОВА,
врач-нарколог.