Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотиксăр пурнăç

14 августа 2013 г.

Çак ятпа Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Курав çулĕкĕсем çинче «Подростки и наркотики», «Наступление на зло», Т.Свищеван «Наркомания стучится в каждый дом», С.Ваисовăн «Наркотическая и алкогольная зависимость», В.Гузиковпа А.Мейроянăн «Что губит нас...» тата ытти кĕнекесене курма пулать. Çак изданисем çамрăксемшĕн питĕ усăллă. Ачасене наркотиксенчен сыхласа пурăнма май паракан канаш-сĕнÿ те нумай вĕсенче. Çавна май ку кĕнекесене ашшĕ-амăшĕн те вулама тăрăшмалла.

Сывă пурнăç йĕрки – сывлăх çăл куçĕ. Куравра «Здоровье народа – богатство страны», «Резервы нашего организма», Н.Коростелевăн «Шаг за шагом» (Твой календарь здоровья), В.Травинкăн «Тропинка к здоровью» кĕнекесем пире сывлăха упраса пурăнма, ăна çирĕплетме, тĕрĕс апатланма вĕрентеççĕ. Çын сывă пурнăç йĕркипе пурăнни хăйĕншĕнех лайăх пулнине тĕслĕ-хсемпе çирĕплетсе панă вĕсенче.

Библиотекăна кĕнеке илме килекенсене «Наркотиксăр пурнăç» куравпа та паллаштаратпăр. Выставкăри хăш-пĕр изданисене вулама та илеççĕ вĕсем. Кăмăл тăвакансене пирĕн библиотекăна килме, сывă пурнăç йĕркисемпе пурăнма вĕрентекен кĕнекесемпе паллашма, вĕсене илсе вулама сĕнетпĕр. Хăвăр валли кирлине, усăллине сахал мар вуласа пĕлетĕр кураври изданисенче.

И.МОРОЗОВА,

Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика