Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленнĕ ентешĕмĕр уçлăха…

14 августа 2013 г.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Г.Николаев «Восток-3» космос карапĕпе тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.

Андриян Григорьевич тĕнчере пĕрремĕш хут йывăрăшсăрлăха хăй çинче чăтса ирттернĕ, космонавтика историйĕнче çĕнĕ страница уçса уçлăхра 3 талăк та 22 сехет пулнă. Пĕр талăкран, августăн 12-мĕшĕнче, Украинăн мухтавлă ывăлĕ П.Р.Попович старт илнĕ. Икĕ космос карапĕ çĕр чăмăрĕ тавра ушкăнпа вĕçнĕ. Космос карапĕпе çыхăнса телепередача йĕркелесси те тĕнчере пĕрремĕш хут пулса иртнĕ.

Чаплă ентешĕмĕрĕн вĕçевĕн çĕр-шыври тата тĕнчери пĕлтерĕшне шута илсе, Шупашкар хула совечĕн ĕçтăвкомĕн 1962 çулхи августăн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Шупашкарти çĕнĕ ача садне А.Г.Николаев летчик-космонавт ятне пама йышăннă. Унчченхи Энтузиастсен урамне Шуршăл каччин ятне панă.

Çак çулах, августăн 29-мĕшĕнче, КПСС чăваш обкомĕн тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕпе Министрсен Совечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт ятне республикăри Ĕç мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

1970 çулхи июнĕн 1-19-мĕшĕсенче А.Г.Николаев каллех тĕнче уçлăхĕнче вĕçнĕ. Ун чухне Андриян Григорьевич «Союз-9» космос карапĕн командирĕ пулнă. Вĕçев хыççăн ăна иккĕмĕш хут Совет союзĕн Геройĕн ятне тата авиаци генерал-майорĕн званине панă.

А.Г.Николаев хăйĕн уçлăхри паттăрлăхĕпе чăвашсен сумлă ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Унпа эпир тивĕçлипе мухтанатпăр. Андриян Григорьевич пирки статьясем, кĕнекесем çыраççĕ. А.Г.Николаев летчик-космонавта халалласа пирĕн республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Шел, мухтавлă ентешĕмĕр пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Унăн çутă сăнарĕ, тĕнче уçлăхĕнчи паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн халăхпа пĕрле пулĕ.

М.БЕЛКОВА,

«Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ» бюджет учрежденийĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика