Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан кĕтĕр кил-çурта «хĕрлĕ автан»

17 августа 2013 г.

Пушарсем граждансене пысăк сиен кÿреççĕ. Вут-çулăмра çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ, суранланаççĕ, кил-çуртсăр, мунча-хуралтăсăр тăрса юлаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн корреспондент надзор ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн начальникĕ- пе А.Кляжевпа тĕл пулса калаçнă, ăна кăçалхи пушарсемпе çыхăннă 7 уйăхри лару-тăрупа паллаштарма ыйтнă.

– Александр Михайлович, кăçал 7 уйăхра район территорийĕнче миçе пушар пулнă;

– Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта вут-çулăм 9 хутчен алхаснине шута илнĕ. Пушарсенчен 7-шĕ граждансен кил хуçалăхĕсенче тухнă. Вут-çулăм 1 миллион та 97 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ (2012 çулта çак тапхăрта 8 пушар пулнине, 569 пин тенкĕлĕх тăкаксем кÿнине регистрациленĕ).

Кăçалхи пушарсенче 2 çын сурансем илнĕ, больницăна лекнĕ. 1 çурт çунса кĕлленнĕ, 2 çурт сиенленнĕ. Кунсăр пуçне 2 автомашина, 4 лупас, 1 мунча çунса сиенленнине шута илнĕ.

– Пушарсен сăлтавĕсене асăнаймăр-ши;

– Вĕсенчен 5-шĕ электрооборудовани юсавсăрлăхĕ- пе çыхăннă. Газ плитипе, газ баллонĕпе тимлĕ пулманнипе пĕрер пушар тухнă. Кăмака юсавсăрлăхĕ те инкек патне илсе пынă. Пĕр çын вара юриех вут тивертсе пушар кăларнă.

Электрооборудовани юсавсăрлăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăрас тетĕп. Пушарсен ытларах пайĕ çулран-çул шăпах çак сăлтава пула тухать. Чылай кил-çуртра электропроводка кивелсе çитнĕ. Ăна вара кашни 10 çулта çĕннипе ылмаштарса тăмалла. Кивĕ проводкăсен изоляци сийĕ хытса пырать, электропралукăн ăшă энергине сивĕтейми пулать. Кĕске замыкание пула кивĕ электропроводкăна вут хыпса илет. Çакна та каласа хăварас килет. Проводка çуннине курсанах предохранитель çине пусмалла, «01» телефонпа шăнкăравламалла. Сотовăй телефонпа – «112».

Электропроводкăна монтажланă чухне ятарласа электрика вĕреннĕ çынна чĕнсе илмелле. Тĕрĕс мар монтажланипе те сахал мар пушар тухать. Стандартлă предохранитель пулмалла.

Картишĕнчи электропроводкăна, йĕпенсе ан тăтăр тесе, гофро-кабеле вырнаçтармалла. Витери, лупас айĕнчи лампочкăсем хÿтлĕх плафонĕнче пулмалла.

Хальхи вăхăтра, хутмалли сезона хатĕрленсе, каланккасен тĕтĕм çулĕсене, мăрьесене хăрăмран тасатмалла, çуркаланнă вырăнсене тăмпа хăйăр хутăшĕпе сĕрсе якатмалла, шуратмалла. Мунча кăмакисене те тĕплĕн пăхса тухмалла, кирлĕ пулсан, мăрьесене юсамалла. Çавăн пекех мунча хутнă вăхăтра тимлĕ пулмалли пирки те манмалла мар. Кăмака умне, кăвар ÿкесрен сыхланса, тимĕр листи (50 х 70 см) çапмалла.

Тата çакна та хушса калас тетĕп. Кил-çурта питĕрсе ĕçе тухса каяс умĕн розеткăсене тĕплĕн пăхса тухассине çирĕп йăлана кĕртмелле: электроприборсен вилкисене кăларнă-и; Пÿлĕмсенче лампочкăсем çунмаççĕ-и; Газ плитине сÿн-тернĕ-и;

Шăрпăка яланах пĕчĕккисен алли çитмелле мар вырăнта упрамалли, çÿп-çапа кил-çуртран аллă метр айккинче тата çилсĕр çанталăкра кăна çунтармалли пирки аса илтерни те ытлашши пулмĕ тетĕп.

– Хальхи вăхăтра эсир районти рейдсене хутшăнатăр, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене еплерех пăхăннине тĕрĕслетĕр. Тĕпрен илсен, ытларах чухне мĕнлерех çитменлĕхсене асăрхатăр;

– Кунта манăн чи малтан хăш-пĕр ертÿçĕсем пушар хăрушсăрлăх сигнализацийĕн оборудованине вырнаçтарма тăрăшманни çинчен каласа хăварас килет. Хăш-пĕр çĕрте оборудовани те пур, анчах та вăл, техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăманнине пула, ĕçлеме пăрахнă. Пушар хăрушлăхĕ пирки систерекен оборудовани пысăк инкекрен хăтăлса юлма, çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх тăкаксенчен сыхланса пурăнма май парать. Çакна ертÿçĕсен манас марччĕ.

Срокĕсем тухнă огнетушительсене манăн пушă витресем çакса тухнипех танлаштарас килет. Вĕсенчен мĕн усă; Кама кăтартма упраççĕ çак «савăтсене»;

Пушартан сыхланса пурăнма вĕрентекен инструктажсене кашни уйăхрах ирттермелли пирки те манмалла мар.

Электропроводкăсен сопротивленисене кашни 3 çулта тĕрĕслесе тăмалла.

– Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман должноçри çынсем пирки мĕнлерех мерăсем йышăнатăр;

– Кунта ирĕксĕрех саккун йĕркисемпе усă курма тивет. РФ КоАПĕн 20.4 статйин 1-6 пайĕсемпе килĕшÿ-ллĕн, хăйсен тивĕçĕ çине кирлĕ пек пăхман должноçри çынсене 6 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф санкцийĕсем çырса паратпăр. Йĕркесене сĕмсĕррĕн пăсакан юридически лицосене вара саккунра 150 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таранах штрафлама пăхса хăварнă.

Сăмахăма вĕçленĕ май, пурне те пушарсенчен сыхланса пурăнма сĕнетĕп. «Вăрă хăйпе пĕрле килĕ-шекен япаласене кăна илет, «хĕрлĕ автан» вара пĕтĕмпех шăлса тухса каять», – тенĕ ĕлĕкрен. Халăх каларăшне пирĕн яланах асра тытмалла.

Кĕске справка

А.Кляжев 1977 çулта Патăрьелĕ-нче çуралнă. 1999 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн юридици уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1999 çулта диплом илсен Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пушар службин управленийĕ-нче ĕçлеме пуçланă. 2001 çулта шалти служба лейтенантне Патăрьел районĕнчи пушар надзорĕн аслă инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ. 2012 çулхи сентябрьте шалти служба майорне А.Кляжева Шăмăршă районĕнчи надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн начальникĕ пулма уйăрса лартнă.

 

И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика