Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьсенче канаççĕ

17 августа 2013 г.

Патшалăх сахал тупăшлă тата тулли мар çемьесене яланах тимлĕхре тытать. Çуллахи каникул тапхăрĕ пуçлансанах районти халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă çакнашкал çемьесенчи ачасене лагерьте канма çăмăллăхлă майпа путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 5 процентне кăна тÿленĕ. Путевкăсем уйăрасси чăрмавсăр пырать.

Акă нумаях пулмасть тăваттăмĕш сменăра канма районти 9 ачана республикăри сывлăха çирĕплетекен лагерьсене леçрĕмĕр. Уйрăммăн илсен, 2 ача – Çĕрпÿри «Звездный», 2 ача – Етĕрнери «Созвездие», 2 ача – Шупашкарти «Салют», 2 ача – Муркашри «Ильинка», 1 ача Канашри «Космонавт» лагерьсенче канаççĕ.

Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш сменăсенче каннă ачасем сывлăха çирĕплетекен лагерьсенчи условисемпе кăмăллă юлнă, асра юлмалли интереслĕ самантсем те нумай пулнă.

Н.ХВАНДЕЕВА, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика