ХĂЙСЕН ачисене шкула яракансене çак ыйту, ахăртнех, хытах шухăшлаттарать-тĕр: парта хушшине ларас текенсем пĕрремĕш шăнкăрав янăрасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕсем енчĕ-кре мĕн чухлĕ нухрат пулнине шутлаççĕ. Çакă канăç памасть: çитĕ-и е çитмĕ-и укçа-тенкĕ;
Шкула кайма чи малтанах мĕн кирлĕ; Паллах, костюм. Шăмăршă пасарĕнче вĕсем, ыйтса пĕлнĕ тăрăх, размерĕсене кура икĕ пин тенкĕрен кая мар. Камăн май пур – виçĕ-тăватă пин тенкĕ парса та туянма пултарĕ. Анчах ял çыннисен ăçтан çакăн чухлĕ укçа пултăр; Ачасен вара пĕр-пĕринчен юлас, ыттисенчен начартарах курăнас килмест.
Шкулсенче халĕ физкультурăпа спорт çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа ирĕксĕрех ятарлă форма, кроссовка туянма тивет. Вĕсен хакĕсем те самаях «çыртаççĕ». Тен, çемçе кăмăллăрах усламçă хаксене кăштах чакарĕ – анчах ку çăлăнăç-ши; Каллех – тăкак.
Халĕ, ĕлĕкхи пек, портфельсем çук – ачасем темĕн тĕрлĕ сумкăсемпе шкула каяççĕ. Юриех кăсăклантăмăр: чи йÿнĕ ранец – 450 тенкĕ, чи хакли – 1115 тенкĕ таранах. Пуянрах ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине кÿрентермĕ-ха, анчах чухăнраххисем çакăн чухлĕ укçа кăларса хурайĕç-ши;
Юрĕ, ранец туяннă тейĕпĕр. Унпа пушăлла шкула каяймастăн вĕт: ăна мĕнпе те пулин тултармалла. Халĕ сутлăхра темĕн тĕрлĕ дневник та пур. Кирлех, ирĕксĕрех 60-70 тенкĕ кăларса хума тивет. Уйрăм предметсемпе кăларнă тетрадьсем вăтамран 15 тенкĕ тăраççĕ. Хулăн тетрадьсем (48 листаллă) – 15, ахальлисем, листисене кура, 3 тенкĕ çурăран пуçласа тăватă тенкĕ таран.
Ручка-кăранташсăр та май килмест. Карăпкари 12 тĕслĕ кăранташ, сăмахран, 50 тенкĕ, ахалли – 4. Ручкăсенчен чи йÿнни – 4 тенкĕ.
Ÿкерчĕксем тумалли альбомсем те йÿнех мар – хулăнăшне кура 30-50 тенкĕ ыйтаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хутăн 16 листаллă пачки 20 тенкĕ тăрать терĕç. Пластилин – 30-60 тенкĕ.
Кунсăр пуçне ытти вĕренÿ хатĕрĕсем те кирлĕ-çке: линейка, транспортир, пăсмалли (ластик), виç кĕтеслĕхсем... Каллех нухрата шутлама тивет.
Юрать-ха кăçал ашшĕ-амăшĕ-семшĕн пĕр çăмăллăх пур: учебниксемшĕн тÿлемелле мар. Кăштах та пулин перекетлĕх.
Юлашкинчен хăвăрах шухăшласа пăхăр: пĕр ачана шкула яма кăна сахалтан та 10-15 пин тенкĕ кирлĕ. Енчен те çемьере темиçе ача пулсан; Çакна арифметикăна питех чухлайманни те лайăх ăнкарать.
В.НИКОЛАЕВ.