Республикăра тата районта июнĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен
оперативлă-профилактикăлла операци иртнĕ. Ăна ачасем кил çинчен манса çапкаланса
çÿрессинчен сыхлас, вĕсене право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес, çавăн пекех ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Июнĕн 18-мĕшĕнчен «Çамрăк ача» операцин пĕрремĕш, июлĕн 15-25-мĕшĕсенче иккĕмĕш, июлĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен виççĕмĕш тапхăрсем иртнĕ. Вĕсене ирттерме полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тата профилактика системинче тăрăшакансем хутшăннă.
Кăçал çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен хисепĕ чакни палăрать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 6 преступлени тунă пулсан, 2013 çулта 2 преступлени шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле тишкернинчен çакă курăнать: ачасем ашшĕ-амăшĕ контроллемен вăхăтра йĕркене пăсаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн район ачисем «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт комплексне çÿреме килĕштереççĕ. Ку лайăх тĕслĕх, анчах ашшĕ-амăшĕ çумра пулманнипе усă курса пĕр çамрăк ача теприн укçине вăрланă. Паллах, вăрра тытнă, айăпне те тытма тиветех.
Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене 23 сехет хыççăн хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк парать. Кашни ачан шухăшлавĕ, тавракурăмĕ расна. Хăш-пĕри- сем килтен тухса кайсанах яваплăх пирки манаççĕ.
Çуллахи вăхăтра çул çитмен çамрăксем мопедпа тата скутерпа ярăннине асăрхатăн. Анчах та хăшĕсем пуçа мотошлем тăхăнмаççĕ. Ку вара право йĕркине пăсни шутланать. Июлĕн 18-мĕшĕнче 21 сехетре Палтиел еннелле каякан трасса çинче автомашина скутерпа пыракан çул çитмен çамрăк ачана çул памасăр авари тăвать. Ача йывăр суранланать. Хальхи вăхăтра вăл Шăпашкарти больницăра. Енчен те вăл пуçне шлем тăхăннă пулсан çакăн пек йывăр лару-тăрăва çакланман пулĕччĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен ăнлантарсах тăмалла. Скутер е мопед илсе парас умĕн темиçе хутчен шутласа пăхмалла.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерсен вĕсем сывлăхлă пулĕç тата право йĕркине пăсас çул çине тăмĕç.
Н.МАЗЯКОВА,
çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор.