Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулăр

17 августа 2013 г.

Воспитани ыйтăвĕсемпе районта профилактика системинчи организацисем ĕçлеççĕ, вĕсене ертсе пыраканĕ – район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата ачасемпе ĕçлекен комисси шутланать.

Кăçалхи çур çул хушшинче кунта, ашшĕ-амăшĕ асăрхануллă пулманнипе, ачасем кирлĕ кирлĕ мар эмел ĕçсе аптрани çинчен пĕлтерекен 5 материал килнĕ. Вĕсенчен 1 ача пыра сапмалли «Септолетепа», 2 ача выльăх-чĕрлĕхе паракан «Альбен» эмелпе, 2 ача марганцовкăпа наркăмăшланнă. Ку кăтарту пирĕн районшăн питĕ пăшăрхануллă. 2012 çулăн çур çулĕнче кун пек материал пĕрре çеç пулнă. Пĕчĕк ачасем эмелсене ĕçме юраманнине тавçăрсах илеймеççĕ тата хăш-пĕр им-çам хитре те илĕртÿллĕ курăнать, канихвет тесе калăн. Çавăнпа та эмелсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла, çак йĕркене асра тытмалла:

– эмеле ĕçсен хуппине лайăх хупăр;

– им-çама ачасем курман вырăнта упрăр;

– эмел ĕçме юратман ачана «канихвет е витамин» тесе улталаса ĕçме ан хăнăхтарăр.

Çакна асра тытни кашни атте-аннешĕн усăллă.

С.ЧЕГАЕВА,

çул çитмен çамрăксемпе тата ачасемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика