Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурдлимп маттурĕсене хавхалантарнă

17 августа 2013 г.

ЧР ПуÇлăхĔ Михаил Игнатьев Болгарири София хулинче иртнĕ Сурдлимп вăййисене хутшăннă спортсменсемпе тата тренерсемпе тĕл пулнă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Мешковпа ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников та пулнă.

 

Михаил Игнатьев ăмăртура палăрнă çамрăксене çитĕнÿсемпе саламланă, вĕсенчен республикăри ытти хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тĕслĕх илессе шаннине пĕлтернĕ, тренерсене, спортсменсене çĕнтерÿсем тума хавхалантарса пынăшăн тав тунă.

Республика Пуçлăхĕ Сурдлимпиадăра пысăк çитĕнÿ-сем тунăшăн ЧР спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерне Андрей Андреева «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе тата укçа премине илме май паракан сертификатпа чысланă. Ăмăртура «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ Иван Пакин, Михаил Ефремовпа пĕрле бадминтонла выляса виççĕмĕш вырăн йышăннă Анастасия Седова тата Светлана Морозова тренер Михаил Игнатьев аллинчен Чăваш Республикин Хисеп грамотине илнĕ. Сурдлимпиадăна хутшăннă Анастасия Мамлина тата Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче тăрăшакан Валерий Васильев, Анатолий Прохоров, Надежда Тонина тренерсем Республика Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика