Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă та, сенаж та

17 августа 2013 г.

ВЫРМА ĕçĕсемпе пĕрлех çу кунĕсем выльăх апачĕ хатĕрлемелли пирки те аса илтерсех тăраççĕ: хĕл хырăмĕ аслă вĕт – утă-улăмĕ те, сĕтеклĕ апатсем те сахал мар кирлĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта нумай çул ÿсекен курăксене 800 гектара яхăн иккĕмĕш хут çулса илнĕ. Ку ĕçе «Шанс», «Искра», «Карлинская» хуçалăхсенче тата А.Хлюкин фермер начар мар йĕркеленине палăртмалла.

Иккĕмĕш тухăçран паха утă, сенаж хатĕрлеççĕ.

Хальлĕхе тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 2170 тонна утă, 5210 тонна сенаж, 34 тонна ытларах силос пур. Пĕтĕмлетсе шутласан, кашни условнăй выльăх пуçне 20 центнера яхăн апат единици тивет.

Çавăн пекех, ялсенчи килти хушма хуçалăхсенче те выльăх апатне май килнĕ таран ытларах янтăлама тăрăшаççĕ: ĕçченсен аллинче çава выляса çеç тăрать, хыçран паккус хыççăн паккус тăсăлать. Юлашки çумăрсем хыççăн килти анкартисенче те курăксем самаях çитĕнчĕç. Хăшĕсем утта сутăн илеççĕ.

Эппин, малашне районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ, сĕтпе аш-какай туса илесси ÿсесси куç кĕретех. Ырă ĕç ирĕкĕпех таврăнасса шанас килет.

Н.ВАЗАНОВ,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика