Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿкерÿ савăнăç кÿрет

24 августа 2013 г.

Шăмăршăри Ольга Чувашова пĕчĕкренех алла киçтĕкпе сăрăсем тытма юратнă. Класра рисовани урокĕсенче чи ăста ÿкерекенсенчен пĕри пулнă вăл. Пĕрлех Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче те вĕреннĕ.

Çак шкулăн художество уйрăмĕ-нче Оля хăйĕн ÿнер ăсталăхне А.Краснова преподаватель класĕ-нче туптанă. Хĕр ачан ÿкерес ăсталăхĕ çулран çул ÿссех пынă.

2006 çулта Шăмăршă вăтам шкулĕнче 9 класс пĕтерсен, хăйĕн преподавателĕ Алевтина Константиновна сĕннипе, Ольга Чувашова Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕнĕ. Унта уйрăмах портретсем ÿкерме кăмăлланă.

Портретсем тенĕрен, вĕсем куракан чĕрине тÿрех хăйсен тарăнлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Арçын портретне ÿкерет-и çамрăк художница е хĕрарăмăнне – вĕсенче тÿрех сăнара туллин уçса пама тăрăшни, тĕрлĕ сăрăсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курни яр-уççăн сисĕнет. Çыннăн характерĕ мĕнлерех пулни те курăнать пысăк ăсталăхпа ÿкернĕ портретсенче.

2011 çулта училищĕре диплом илсен мал ĕмĕтлĕ хĕр вĕренĕве малалла тăсма шутланă. Çав çулах вăл, экзаменсене ăнăçлă тытса, Мускаври тĕн академийĕ çумĕ-нчи иконопиç уйрăмĕнче вĕренме пуçланă. Унта турăшсем ÿкерме тата реставрацилеме хăнăхать. Виççĕмĕш курса куçнă Ольăна сăваплă ÿкерÿ ĕçĕ питĕ килĕшет, чун-чĕрине савăнăç кÿрет.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика