ÇАК ятпа, августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 7-мĕшĕччен, пирĕн республика территорийĕнче профилактика операцийĕ иртет. Ăна ачасене çуллахи каникул хыççăн çул-йĕр-сем çинчи, урамсенчи хăрушсăрлăх йĕркисене çĕнĕрен хăнăхтарса ярас, тимлĕхне ÿстерес, аварисен хăрушлăхне пÿлес тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Ачасем аварисене лекнĕ тĕслĕхсем пирĕн республикăра чылай. 2013 çулхи 7 уйăхра Чăваш Ен территорийĕнче ачасем 160 аварие çакланнине (иртнĕ çул çак тапхăрта – 135), аварисенче çул çитменнисенчен 5-шĕ вилнине, 166-шĕ тĕрлĕ йышши сурансем илнине регистрациленĕ. Çак аварисенчен 64-шĕ ачасем хăйсем айăплă пулнипе, вĕсем çул-йĕр правилисене пăснипе сиксе тухнă. 2012 çулхи 7 уйăхра ачасен айăпне пула 41 авари пулнине шута илнĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, çул çитменнисен айăпĕпе пулакан аварисен шучĕ ÿснĕ. Çак тĕксĕм ÿкерчĕксен çулне пÿлес тесен ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене шкула тухса каяс умĕн куллен çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисем пирки аса илтерсе тăмалла. Çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те тимлĕн пăхса илмелли, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалли, тротуарпа кăна утмалли пирки ăнлантармалла. Шкула каякан ачасем ушкăнпах автомашинăсем çÿрекен çулпа утнине (уйрăмах йĕпе-сапара), транспорт хатĕрĕсем вĕсем тĕлĕнчен пăрăна-пăрăна иртнине сахал куратпăр-и-ха эпир; Кунашкал лару-тăрура ачасем аварие çакланас, транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăнас хăрушлăх пысăк.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансанах класс ертÿçисен класс сехечĕсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисем пирки калаçусем ирттермелле. Çак ĕçе сентябрь пуçламăшĕнче кăна мар, вĕренÿ çулĕ тăршшĕ-пех пĕр тикĕс пурнăçламалла. Паллах, ГИБДД сотрудникĕсем те тăтăшах шкулсене çитĕç, çул-йĕр правилисем тăрăх калаçусем йĕркелĕç.
Хамăр районти ачасен аварийĕсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарни те вырăнлă пулĕ. Кăçал 7 уйăхра 16 çул таранчченхи ачасем мопедсемпе 2 аварие çакланнă. Вĕсенче 3 ача йывăр аманса больницăра выртса сипленнĕ. Аса илтеретпĕр: мопед рулĕ умне 16 çул тултарнисен кăна ларма юрать. 14 çул тултарманнисен велосипедпа çул тăрăх ярăнса çÿреме юрамасть.
Г.ИВАНОВА,
полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.