Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ мелрен хăтарать

24 августа 2013 г.

Республикăри влаç органĕсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕ (СМЭВ) вăхăта та, пурлăха та перекетленине туйса илчĕç. Ку мелпе июль уйăхĕнче кăна 14 пин çыру ăсатнă. Июнь уйăхĕнчипе танлаштарсан – 1,7 хут ытларах. Кăçалхи май уйăхĕнче Чăваш Ен çак мелпе усă курас тĕлĕшпе Раççей субъекчĕсен хушшинче 74-мĕш пулнă тăк, июль уйăхĕнче самай çÿле хăпарнă – 49 вырăн.

ЧР Информполитикин министерстви лару-тăрăва татах лайăхлатас тĕллевпе федерацин тата регионсенчи влаç органĕ-семпе çыхăну тытма ятарлă инструкци хатĕрленĕ. Февраль уйăхĕнче it.cap.ru çĕнĕ портал хута кайнă. Сервиса ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕпе усă куракан влаç органĕсенче ĕçлекенсем валли ятарласа йĕркеленĕ. Унта ку енĕпе справка материалĕ- сене, саккун ăнлантарăвĕсене тупма, ыйтусен статистикипе паллашма, специалистсене ыйту пама пулать.

Шел те, асăннă тытăмпа пур çĕрте те туллин усă курмаççĕ-ха. Чылайăшĕ авалхи мелрен (хут çырасси, курьер тытасси т.ыт.те) хăпса пĕтмен. Сăмахран, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен Пенси фондне электрон хутшăнăвĕ-сен мелĕпе 38 ыйту кăна çитнĕ. Танлаштарма: çав вăхăтрах федерацин влаç органĕсенчен – 14 пин ытла. 2012 çулхи июль уйăхĕнчен ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ-сем халăха ытти органĕсенче упранакан документсене ыйтмасăрах пулăшу пама тивĕç. СМЭВ çапла тума май парать те. Ку мелпе паян пирĕн республикăри ĕç тăвакан 15 влаç органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ усă курать, 96 патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ- пе тивĕçтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика