Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – информаци кунĕ

24 августа 2013 г.

ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх, иртнĕ юн кун районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулса иртрĕ. Хальхинче кун йĕркинче харăсах тăватă тема: ял хуçалăхĕнчи уй-хир ĕçĕсем, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн сывлăх шайĕ, «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿ-ллĕн вĕрентĕвĕн тĕп аталанăвĕ мĕнлерех пурнăçланса пыни тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объек- чĕсене хĕллехи тапхăрта хутса ăшăтма еплерех хатĕрленни.

Информаци кунне хутшăнма Шупашкартан ятарлă ушкăн килсе çитнĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников район администрацийĕн пуçлăхĕпе районти тĕп больницăна, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула, «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çитсе курнă, вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, çынсемпе тĕл пулса калаçнă.

Тепĕр ушкăн, Чăваш Республикинчи çут çанталăк надзорĕн ертÿçин çумĕ Е.Гуревич тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пынипе, чи малтанах «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче пулнă. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнчи тĕл пулусем те ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ. Ялти вăтам шкулта тата «А.Сатеев» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăй хуракансем те тĕл пулусемпе кăмăллă юлнă.

Информаци кунне хутшăннисем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă. Çивĕч ыйтусем, ыйтса пĕлмелли вара кашнийĕнех пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика