«Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, – терĕ республика Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. – Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмалларах пултăр тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп».
Михаил Васильевич Чăваш хутлăхĕн аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.
Виçĕ çулти çитĕнÿсем куç умĕнчех: шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут чакарнă. Паян Чăваш Республики ĕçсĕрсен йышне пĕчĕклетес тата ĕçе вырнаçтарас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăн йышăнать. Çакă çынсем тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿременнине, право йĕркине пăсас çул çине тăманнине пĕлтерет.
2010 çулта ĕç укçи парăмĕ 120 млн тенкĕ пулнă тăк кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4,8 млн тенке çити сахалланнă. Шалу 1,5 хут ÿснĕ. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекенсен йышĕ çулсерен чакать.
Сывлăх сыхлавĕнче, вĕре- нÿре, социаллă учрежденисенче вăй хуракансен ĕç укçине сисĕнмеллех ÿстернĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилеме укçа-тенкĕ нумай хывнă, больницăсенчен чылайăшне тĕпрен юсанă, халĕ шкулсене çĕнĕ сăн кĕртме пикеннĕ.
2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин хаклавĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли программăна пурнăçласа регионсен хушшинче чи лайăххисен шутне кĕнĕ.
Çынсен ырлăхне ÿстерес тĕллевпе ĕçе кĕртекен политикăн тĕп кăтартăвĕ – халăх йышĕ хăй еккипе юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут ÿсни савăнтарнă. 2013 çулта вăл Ç0,6-па танлашнă. Çемьесенче 2, 3, 4-мĕш ачасем çут тĕнчене килеççĕ.
Ентешсен пурнăçне пур енлĕн пулăх тумашкăн вăйлă аталаннă экономика кирлĕ. Чăваш Республикин кредит рейтингĕ пысăк, çакна пĕтĕм тĕнчери агентсем те çирĕплетеççĕ. Ку, паллах, общество финансĕсемпе эффективлă хуçаланнинчен те килет. Республикăра «Электрон бюджечĕ» проекта хута янă май Раççей Финанс министерствипе икĕ енĕшĕн те усăллă хутшăнусем йĕркеленĕ.
Патшалăх парăмĕ чакса пырать: 2007-2009 çулсенче республика 2,052 млрд тенкĕ саплаштарнă тăк 2011-2013 çулсенче – 11,8 млрд.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн 1,268 млрд тенкĕ хывнă. Бюджетăн тĕп хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма тăрăшнă, патшалăх пурлăхĕн эффективлăхне ÿстернĕ – бюджетăн консолидациленĕ пайне тупăш хывассипе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă.
Республикăн экономика, политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă, граждан обществин пĕлте- рĕшлĕ институчĕсене – общество палатине, этем, ача, предприниматель правине хÿтĕлекен уполномоченнăйсем çирĕплетнĕ. Вĕсем паян кал-кал ĕçлеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн микро- тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă хыççăн журналистсем сăмах илчĕç. Ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч пулчĕç. Вĕсем Чăваш Енĕн, район-хулан социаллă пурнăçĕнчи, экономикăри, политикăри лару-тăрупа кăна мар, республика Пуçлăхĕн кун-çулĕпе те çыхăннă. Виçĕ сехете тăсăлнă хутшăнура кашниех тулли те тивĕçтерÿллĕ хурав илчĕ.
х х х
– Михаил Васильевич, калăр-ха тархасшăн, федераци центрĕпе еплерех хутшăнусем йĕркеленчĕç;
– Федераци центрĕпе йĕркеленнĕ хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕрлехи вăйпа татса паратпăр. Стратеги пĕлтерĕшлисене илес тĕк çакна калама пултаратăп: 2012 çулхи июль уйăхĕ-нче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш автономине туса хунăранпа – 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тултарнине паллă тăвассипе çыхăннă указа алă пуснă. Кăçалхи январь уйă- хĕнче асăннă документпа килĕшÿллĕн унăн мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен хушусене çирĕплетнĕ, вĕсен хакĕ 25 млрд тенкĕрен иртмелле. 2014 çулта федераци бюджетĕнче малтанхи проектировкăсем йĕркеленеççĕ.
Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ наци пуянлăхĕ шучĕпе виçĕ проекта ĕçе кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. Ку вăл – пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви. Пирĕн республика территорийĕпе унăн 120 километрĕ муниципалитетăн тăватă йĕркеленĕвĕ – Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем – тăрăх иртмелле. Унсăр пуçне федерацин адреслă инвестици проекчĕсемпе, аталану бюджечĕпе, капитал хывассипе 2012 çул кăтартăвĕ-сем тăрăх федерацин Атăлçи регионĕ-сен хушшинче Чăваш Ен кăтартăвĕсем япăх мар: малтанхи çулхипе танлаштарсан ÿсĕм 144 проц. çитнĕ. Приоритетсене РФ Президенчĕн указĕ тăрăх палăртнă. Чăваш хутлăхĕн отрасль министерствисене пырса тивекен инвестици объекчĕсене те çĕклетпĕр тата хута яратпăр.
– Республика çирĕп тĕллев лартнă: 2-3 çулта ачасене садикпе тивĕçтерессине татса памалла. Çав вăхăтрах тепĕр 5 çултан вĕсен çуллахи канăвне йĕркелесси те çивĕчленме пултарать.
– Ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕ-сем тумашкăн федераци бюджетĕ-нчен кăçал 614 млн тенкĕ уйăрчĕç, татах куçарма шантараççĕ. Халĕччен хамăра кăна шанаттăмăр. Мускавран килнĕ укçана ĕçе хывнă ĕнтĕ.
Виçĕ çул тултарнă ачасене кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурне те садике вырнаçтармалла. Çакна пурнăçларăмăр. 1,5 çултисем тĕлĕшпе ыйтăва 2015 çулта федераци бюджечĕн инвестицийĕсемпе усă курса татса парăпăр.
Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, çуралакансем йышланнă май çамрăк ăрăвăн çуллахи канăвĕ, сиплевĕ пирки те шухăшламалла, паллах. Халĕ те республикăра çуллен 100 пине яхăн ача хула тулашĕнчи е шкул çумĕнчи лагерьсенче сывлăха çирĕ-плетет.
– Эрех-сăрапа иртĕхекенсем йышланни пăшăрхантарать. Ку енĕпе çирĕпрех мера йышăнма май çук-и;
– Ыйту çивĕч, паллах, анчах ăна администраци енĕпе кăна татса параймăн.
Пурнăç тĕллевне тупнă çынсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ темĕттĕм. Коллективсенче час-часах пулатăп. Ĕçпе тивĕçтерекенсем тивĕçлĕ условисем, çирĕп дисциплина туса хунипе производствăра пĕр çын та эрех-сăрапа пуçне минретмест.
Уявсене илес тĕк – хальхи самана çыннисем вĕсене эрехпе çыхăнтармаççĕ, чун киленĕçĕ пĕлтерĕ- шлĕрех вĕсемшĕн. Республика тата хула кунĕсенче тĕп урампа çуран утса тухрăм, çынсемпе хутшăнтăм, ÿсĕрсене курмарăм. Манăн шухăшăмпа – ентешсен тавра курăмĕ ырă еннелле улшăнать, вĕсем яваплăха туйни сисĕнет.
Пытармастпăр: ĕçекен халĕ те çук мар. Сиенлĕ йăлапа пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле, алкоголь продукцине сутмалли йĕркене çирĕплетни лайăх-ха. Çапах та çынсене ĕçлĕ туса, физкультурăпа спорта хутшăнтарса пурнăç илемне хаклама, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентмелле, кашнин ăс-хакăл тата кăмăл-сипет культурине ÿстермелле. Урăхла каласан – çыннăн ырă малашлăха хăйĕн ăнтăлмалла.
– Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ параççĕ. Хăшĕ-пĕри çак ирĕкпе усă кураймасть, уйрăмах тĕп хулара. Сăлтавĕ – пушă çĕр çукки. Ку енĕпе ырă улшăнусем пулĕç-и;
– Кунпа куллен интересленетпĕр. Нумай ачаллă çемьесенчен çурри çĕр лаптăкĕ кĕтекенсен черетĕнче тăрать. Яллă вырăнта ку енĕпе ансатрах, хула округĕсенче, уйрăмах Шупашкарта, çивĕчлĕх чакман. Эпир çĕр ыйтăвĕ- пе республика правине тавăрассипе ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра кăна Шупашкарсене Муркаш районĕнчи Шомик, Катикасси ялĕсен çывăхĕнче 94 гектар уйăрса патăмăр. Çак лаптăксем тăрăх çĕр йĕркелÿ планне халăхпа сÿтсе явмалла, документ хатĕрлемелле те вĕсене нумай ачаллă çемьесене валеçмелле.
Альтернативлă тепĕр мел те пур. Хальлĕхе ăна федераци шайĕнче сÿ- тсе явнă. Сăмах кунта нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ илсе унта нихăçан та çурт-йĕр çавăрма хал çитереймесен хваттерпе тивĕçтересси пирки пырать.
Паллах, паянхи лару-тăрăва хаклатпăр. Нормăпа право докуменчĕ-сене федераци шайĕнче йышăннă тăк – эпир те çирĕплететпĕр, нумай ачаллисене условисемпе тивĕçтеретпĕр.
– Ыраша чăваш сĕм авалтанах сума сунă. Халĕ вара ăна хаклами пулчĕç. Чăваш Енĕн фирма таварĕ шутне ăна тавăрас шанчăк пур-и; Кăçал ăна ытларах акса хăварма палăртман-и;
– Пурнăç улшăнăвне кура халăхăн апатлану культури те урăхланать, ăна ыйтакансен шучĕ чакать. Юлашки çулсенче ыраша сахалрах туса илме пуçларĕç. Вăл этем сывлăхĕшĕн усăллă микроэлементпа пуяннине, тăпра пахалăхне лайăхлатнине тĕпе хурса лаптăкне сыхласа хăварма тăрăшатпăр.
«Букет Чувашии» коммерци организацийĕ ыраш концентратĕнчен квас тăвать. Халăх хура çăкăр туянать. Çак ыйтусене тивĕçтерме çуллен 35-40 тонна продукци каять. Хамăра валли кирлĕ чухлĕ ыраш çитĕнтеретпĕр. Ăна тулайра вырнаçтарма кансĕр, Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май çакă уйрăмах сисĕнет. Анăçри çĕр-шывсенче асăннă културăна çитĕ-нтермеççĕ, унпа усă курмаççĕ. Тавар ыйтакан пулсан кăна лайăх сутăнать.
Çапах та ăна шутран кăларас теместпĕр-ха, кăçал та пĕрчĕллĕ культурăсен пĕтĕм лаптăкĕн 20 проц. ăна валли уйăрас тетпĕр.
– Политикăри лару-тăру улшăнас пулсан Мускав мэрĕн Сергей Собянинăн тĕслĕхĕпе полномочисене хăварма, кĕрешĕве тепĕр хут тухма пултаратăр-и;
– Обществăпа политика лару-тăрăвне, тăнăçлăха, халăх шанăçне кура кашни регионăн тивĕçлĕ йышăну тума ирĕк пур. Обществăпа политика лару-тăрăвне илес тĕк – республикăра ку енĕпе пурте йĕркеллĕ. Эпĕ кăна мар, тивĕçлĕ тытăмсемпе халăх та çаплах шухăшлать. Тĕллевĕм тăнăçлăха упраса хăварассипе çыхăннă.
Чăн та уйрăм çынсем хирĕç тăма хăтланнă тĕслĕх пур, паллах. Вĕсем республика пуçлăхне каялла чĕнсе илес тесе алă пустарса çÿрерĕç. Патшалăх Канашĕнчи оппозици партийĕ-сем çакнашкал ыйтăвах çĕклерĕç. Анчах та ăнăçтараймарĕç.
Ыйту сиксе тухас тăк хамшăн, республика çыннисемшĕн тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс те тивĕçлĕ йышăну тăвăп. Полномочисене пурнăçламашкăн тепĕр 2 çуллăх вăхăт пур – апла тăк малашне те халăх ырлăхĕшĕн ĕçлетĕп.
– Нумай ачаллă çемьесенче çи- тĕнекенсене шкулта тÿлевсĕр апат çитерессине йĕркелеççĕ-и;
– Çакă республика бюджечĕн параметрĕсемпе çыхăннă. Мĕн чухлĕ укçа кирлине палăртса ЧР Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явăпăр, тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр.
Сăмах май, ашшĕ-амăшĕн те ачисемшĕн яваплă пулмалла. Эпир вĕсене патшалăхăн социаллă тÿлевĕ-семпе туллин тивĕçтеретпĕр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пресс-конференцие пухăннă журналистсене ыйтусемшĕн тав турĕ.
В.СМИРНОВА.