Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсем канашларĕç

28 августа 2013 г.

Ĕнер Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче районти педагогсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта, вĕрентекенсемпе пĕрлех, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-сем, муниципаллă ертсе пыракан канаш, районти вĕренÿ учрежденийĕсен попечительсен Канашĕн членĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Конференцие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Хăйне сăмах панă хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева «Шăмăршă районĕнчи вĕренÿ тытăмне Федераллă патшалăх стандарчĕсем çине куçарасси пирки» темăпа анлă доклад туса пачĕ. Ăна сÿтсе явма Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕн çумĕ В.Хорькова, Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова, Анат Чаткасри «Чебурашка» ача сачĕн ертÿçи Т.Захарова, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Галкин, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти класс руководителĕ И.Яковлева хутшăнчĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.

Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене, педагогикăра нумай çул тăрăшакансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе чыслани те савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Хальхинче те «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ аякра тăрса юлмарĕ: Кивĕ Чукалти Т.Малеева учительницăна Хисеп хучĕпе, ятарлă парнепе чысларĕ.

Çавăн пекех конференцире районти «Чи лайăх шкул», «Чи лайăх садик» номинацисемпе иртнĕ конкурссене пĕтĕмлетрĕç, район спартакиадин çĕнтерÿçисене палăртрĕç.

Юлашкинчен конференцие хутшăнакансем тĕрлĕ секцисене пайланса ĕçлерĕç.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика