Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гектар хыççăн гектар

28 августа 2013 г.

ПУР ĕç те хăйне вăхăтра пурнăçланине юратать. Унсăрăн мĕнле-ха: юлнă ĕç çине юр та çума пултарать-çке. «Исток» сахал яваплă обществăра вара пурне те маларах шута илеççĕ.

Кĕр тыррисене вăхăтра акса хăваратăн – çитес çул тухăçлă пулатăн теççĕ. Ку – ĕмĕрхи тĕрĕслĕх. Хуçалăхра халĕ хĕрсех кĕр аки пырать. Евгений Хураськин механизатор МТЗ-1221 кустăрмаллă тракторпа кĕрхи тулă акать.

– Вăрлăхпа çеç вăхăтра тивĕçтерсе тăччĕр – ĕç вăраха каймĕ, – тет çĕр гектара яхăн акма ĕлкĕрнĕ акаçă.

Ку тĕлĕшпе вара чăрмав çук: Ташир Арабов йăлтах ĕлкĕртсе тăрать. Геннадий Ефимов, Герман Поляков, Петр Якушов, Валерий Миронов, Юрий Куприянов сеяльщиксем те ĕçре вăр-вар, тăрăшуллă – акара пĕр çул кăна мар вĕт.

«Истокра» кашни гектарах минераллă удобренисемпе акса хăварма тăрăшаççĕ: «выçă» çĕр кĕтнĕ чухлĕ тухăç парайманни куç кĕретех. Мала пăхсан – малашлăх теççĕ.

Кĕр аки валли çĕр хатĕрлекенсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем – Михаил Артыпов тата Алмрза Ташанов. Механизаторсем çĕре йывăр культиваторсемпе кăпкалатнă. Хуçалăхра çĕртме сухи те тăваççĕ. Уткир Исраилов хăйĕн «хурçă утне» самантлăха та канма памасть.

Н.МИРОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика