Ачасене тĕрĕс-тĕкел, çĕр-шыва юрăхлă ÿс- терсе çитĕнтересси – ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Шел те, хăш-пĕри кун пирки аса та илмест.
Çак статьяра эпĕ хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхассинчен, суд йышăнăвĕпе пăхса хăварнă алимент укçи тÿлессинчен пăркаланакан ашшĕсемпе амăшсем пирки çырса кăтартас тетĕп. Суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Шăмăршă районĕнчи суд приставĕсен пайĕ çакнашкал граждансем пирки яланах чи çирĕп мерăсем йышăнать.
Хальхи вăхăтра районта, суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 95 çын хăйсен ачисене уйăхсерен алимент укçи тÿлесе тăрать. Вĕсене суд приставĕсем яланах тимлĕ-хре тытаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ытларах пайĕ алимент укçине вăхăтра тÿлет. Çемье тулли пулманшăн ачасем айăплă маррине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Анчах та 95 çынран 20-шĕ хăйсен ачисене алимент укçи тÿлессинчен пăркаланса çÿрет. Алимент тÿлемен йышăн 50 проценчĕ – хĕрарăмсем. Вĕсен ытларах пайĕ ĕçке ерсе кайнă тата ниçта та ĕçлемен амăшĕсем.
Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн, алимент укçине тÿлеменшĕн кăçал районта, РФ УКĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Вырăс Чукалĕнчи хĕрарăма, Асанкассинчи арçынна, Çĕнĕ Шăмăршăри арçынна ĕçлесе юсанмалла тунă. Анчах та çак граждансем суд йышăнăвĕ çине алă сулнă, ĕçе вырнаçма тăрăшман, хăйсем ачисем валли алимент укçи куçарман. Çавна май вĕсене виççĕшне те колони-поселение ăсатнă.
Васанти К.И.Н. та амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшмасть. 26-ри хĕрарăмăн 4-ри хĕрачи унăн асламăшĕпе пĕрле пурăнать. Çак гражданка пирки те уголовлă ĕç пуçланă. Анчах та тĕпчев ĕçне вĕçне-хĕ-рне çитерме май килмерĕ – вăл тарса çÿрет. Хальхи вăхăтра ăна шырава панă.
РФ Çемье Кодексĕнче пĕр ачашăн ĕç укçин 25 процентне, 2 ачашăн 33 процентне, 3 е ытларах ачашăн 50 процентне алимент тÿлемелли пирки каланă. Унта палăртни кашни ашшĕ-амăшĕшĕн çирĕп саккун вырăнне пулмалла. Çакна пăхăнманнисене вара Раççейри вăтам ĕç укçинчен – вăл халĕ 27 пин те 447 тенкĕпе танлашать – шайласа тÿлеттеретпĕр. Районти пĕр арçыннăн алимент тÿлевĕн парăмĕ 250 пин тенкĕ таранах пухăнса кайнă. Хăйĕн ачишĕн вăл çак кунсенче харăсах 100 пин тенкĕ тÿленĕ. Тата тÿлемелли парăмĕ – 100 пин тенкĕ ытларах. Çак çул-йĕр патне çитиччен, кашни уйăхрах тÿлесе пыни чылай лайăхрах, меллĕ-рех. Ачана кашни кун апатлантармалла, кирлĕ пек тумлантармалла.
Часах ачасем каникул хыççăн каллех парта хушшине ларĕç. Вĕсене кирлĕ пек хатĕрленсе шкула ăсатасси – кашни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Çав шутра алимент укçи тÿлекенсен те. Вĕсен ачисем хăйсене ыттисенчен нихăш енĕпе те кая ан туйччăр.
В.ПУТЯКОВ,
суд приставĕсен районти пайĕн начальникĕ.