Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлерессипе хăратнă…

28 августа 2013 г.

ПАТИРЕКРЕ Ш.З.М. тепĕр çынна вĕлерессипе хăратнăшăн «пит аякрах мар вырăнсенче» – йĕплĕ пралуклă «курортра» «каннă» пулнă ĕнтĕ. Анчах та вăл çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман.

Кăçал июнĕн 16-мĕшĕнче 37-ри хусах арçын килне ÿсĕр таврăннă. (Ниçта та ĕçлеменскерĕн киле «хĕрсе» таврăнасси тăтăшах пулать). Пÿрте кĕнĕ-кĕмĕн вăл 83-ри ашшĕпе ним çукранах хирĕçсе кайнă, ăна киревсĕр сăмахсемпе кÿрентерме пуçланă. Ку кăна та мар – арçын кухньăри çĕççе илсе, унпа ашшĕ умĕнче сулкалашнă, ăна вĕлерессипе хăратнă. Хăйсен ывăлĕн киревсĕр хăтланчăшне кура ашшĕпе амăшĕн пÿртрен тухса тарма тивнĕ.

Çак факт тăрăх полицин районти уйрăмĕн дознани службинче, РФ УКĕн 119 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна вĕçленĕ хыççăн материалсене суда тăратнă.

Çак кунсенче судра уголовлă ĕçе тĕплĕн пăхса тухнă, 37-ри хусаха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăну кăларнă. «Ĕçлесе ырнăскер», вăл хальхи вăхăтра каллех «хăнăхнă вырăнсенче» «канать».

Статьяна вĕçленĕ май, çакна та хушса калас килет. Кăçал вĕлерессипе хăратнă фактсем тăрăх полици уйрăмĕнче пурĕ 9 уголовлă ĕç уçнă. Вĕлерессипе хăратакансем тĕлĕшпе пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

И.МУЛЬДИЯРОВА, полицин районти уйрăмĕн дознавателĕ, полици капитанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика