Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăшри ăмăрту

31 августа 2013 г.

Сывлăшри ăмăрту

Августăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра парашютистсен Тĕнче кубокĕпе Европа чемпионачĕн юлашки ăмăртăвĕсем иртнĕ. Аса илтеретпĕр: вĕсене 19 çĕр-шывран 160 спортсмен хутшăннă.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче республикăри паллă парашютистсем Аркадий Наварнов, Владимир Дмитриев, Владимир Ильин, Валетина Коплик, Ирина Филиппова тата ыттисем те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Августăн 25-мĕшĕнче спортсменсем парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикес енĕпе ăмăртнă. Ку енĕпе хĕрарăмсен хушшинче тĕнче чемпионки, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ольга Лепезина пысăк ăсталăх кăтартнă. Кубок зачетĕнче кăна вăл Китай спортсменкинчен кăшт каярах пулнă. Чемпионатра 7-мĕш тур кăтартăвĕсем тăрăх малти вырăнта – Францин хĕрарăмсен пĕрлештернĕ команди. Тĕнче кубокĕнне Китай хĕрарăмĕсен команди чи маттурри пулнине çирĕплетнĕ. Арçынсен хушшинче парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикес енĕпе уйрăмшарăн ăмăртакансен турнир таблицинче 8-мĕш раунд кăтартăвĕсемпе Чехири Табор Хейнек – пĕрремĕш. Шанăç кÿрекен Раççей парашютисчĕсенчен Дмитрий Максимов табельте виççĕмĕш йĕркене йышăнать. Чемпионатра арçынсен командисен йышĕнче Словени спортсменĕсене çитекенни пулман.

«Сывлăшри ăмăртусем йĕркеллĕ иртрĕç. Уйрăмах Китай спортсменĕсем пысăк ăсталăхпа савăнтарчĕç. Парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикессипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Раççей команди ку енĕпе – виççĕмĕш. Шел, сумлă çак чемпионата Чăваш Ен спортсменĕсем хутшăнманни пăшăрхантарать. Пирĕн вăхăтра йăлтах тÿлевсĕр пулнă, ан ÿркен – сик кăна. Халĕ вара пурте тÿлевлĕ: парашюта та хăвăн туянмалла, кашни сикмессерен нухрат памалла. Кашниех спортăн çак тĕсне суйламасть. Çавăнпа чылай чухне çапла пулса тухать: укçа пур – талант çук, пултаруллисене вара мул çукки ура хурать. Çавăнпа кăтартăвĕсем те паян çапларах кăна», – шухăшне палăртрĕ СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Майя Костина.

(«Хыпар» хаçатран.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика